News by date 30 December 2021
-
Муниципалитетсене 11 миллион тенкӗлӗх компьютер техникипе тивӗçтерчӗç
Иртнӗ эрнере, декабрӗн 23-мӗшӗнче, «Тутарстан Республикин Муниципаллă йӗркеленӗвӗсен канашӗ» ассоциацин XVI съезчӗ пулчӗ. Мероприяти «Корстон» комплексăн бизнес-центрӗнче иртрӗ. Ун ӗçне ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, Хусан мэрӗ Ильсур Метшин, хуласемпе районсенчи ял хутлăхӗсен представителӗсем – пӗтӗмпе 330 ытла çын хутшăнчӗ.
-
ХАЛĂХ АКАДЕМИКӖСЕМ КАНАШЛАРӖÇ
Декабрӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта Чăваш халăх ăслăлăхпа ӳнер академийӗн анлă ларăвӗ иртрӗ. Унта академи президенчӗ Евгений Ерагин 2021 çулхи ӗçсене пӗтӗмлетрӗ. Чи пултаруллисене академи орденӗсемпе, медалӗсемпе наградăларӗ, çӗнӗрен йышăннă пайташсене удостоверенисем пачӗ.
-
Анатолий Мефодьевич СЕРГЕЕВ январӗн 1-мӗшӗнче 80 çул тултарать
Хисеплӗ те юратнă, хаклă çыннăмăр, Пăва районӗнчи Пӳркел ялӗнче пурăнакан Анатолий Мефодьевич СЕРГЕЕВ январӗн 1-мӗшӗнче 80 çул тултарать. Ăна сумлă юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр!
-
«КӖР МĂНТĂРӖ»: ПӖТӖМЛЕТӲ
Вулакансем ыйтнипе хаçатра кăçал та «Кӗр мăнтăрӗ» сăнӳкерчӗксен конкурсне ирттертӗмӗр. Пӗлтӗрхи пекех хальхинче те питӗ хастар хутшăнчӗç хаçата вулакансем çак конкурса. Вун-вун сăнӳкерчӗк ярса пачӗç редакцие. Тавах пурне те! Акă ӗнтӗ конкурса пӗтӗмлетме те вăхăт çитрӗ. Конкурс комиссийӗ сăнӳкерчӗксене хакласа çӗнтерӳçӗсене палăртрӗ. Вӗсемпе сире те паллаштаратпăр, хаклă вулакансем.
-
АО «Транснефть – Прикамье» модернизирует системы линейной телемеханики магистральных нефтепродуктопроводов
АО «Транснефть – Прикамье» ввело в эксплуатацию модернизированные системы линейной телемеханики магистральных нефтепродуктопроводов (МНПП) Субханкулово – Альметьевск и Альметьевск – Нижний Новгород в Республике Татарстан. Работы проводились с марта текущего года в рамках программы технического перевооружения и реконструкции объектов
-
ÇӖНӖ ÇУЛ УМӖНХИ ПӖТӖМЛЕТӲСЕМ
Декабрӗн 27-мӗшӗнче ТР Президенчӗпе Рустам Миннихановпа çулленхи пӗтӗмлетӳ пресс-конференцийӗ иртрӗ. Журналистсемпе тӗлпулура Рустам Нургалиевич республикăн пӗтӗм енлӗ аталанăвне – экономикăпа промышленность, вӗрентӳпе сывлăх сыхлав, культурăпа спортран пуçласа социаллă лару-тăру таранччен тишкерсе хак пачӗ. 2021 çула пӗтӗмлетсе: «Чи кирли – экономика ӳсӗмӗ пурри», – терӗ пресс-конференцие уçса. Каласа хăвармалла, кăçалхи тӗлпулу Хусан Кремлӗнчи Тӗлпулусен вырăнӗн çуртӗнче (здание Присутственных мест) иртрӗ. Унта мӗн кирли йăлт пур: хăнасене йышăнмалли пӳлӗмсемпе видеоконференци залӗсем, кафе-ресторан таранччен.
-
Eшӗлварта Хӗл Мучи разиденцийӗ уҫӑлнӑ
Ҫак ҫурт хулари тӗп чӑрӑш патӗнче "Авангард" паркра вырнаҫнӑ. Унӑн алӑкӗсем раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Ачасем Хӗл Мучине хаваспах сӑвӑсем каласа параҫҫӗ, юрӑсем юрлаҫҫӗ. Вӑл вара ачасене парнесем парать