Eшӗлварта Хӗл Мучи разиденцийӗ уҫӑлнӑ
Ҫак ҫурт хулари тӗп чӑрӑш патӗнче "Авангард" паркра вырнаҫнӑ. Унӑн алӑкӗсем раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Ачасем Хӗл Мучине хаваспах сӑвӑсем каласа параҫҫӗ, юрӑсем юрлаҫҫӗ. Вӑл вара ачасене парнесем парать
Хӗллехи асамҫӑпа кирек кам та раштавӑн 31-мӗшӗччен тӗлпулма пултарать. Йышӑну вӑхӑчӗ кӗске: 17:00-18:00.
"Хӗл Мучине ҫыру ҫырса мӗн-тӗр ыйтнӑ ачасем парнисене ҫулталӑк тӑршшӗпе йышӑнӗҫ. Ҫак обращенисемпе те ӗҫлетпӗр. Хӗл Мучи Ҫурчӗ оперативлӑ ӗҫлет, Ешӗлвар районӗнчи пӗр ачана та уйӑрса хӑварас мар тесе тӑрӑшать. Анчах та ачасемпе ашшӗ-амăшӗсем пур чухне те ҫыру ҫырса аппаланмаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗри ахаль килет. Ҫак ачасене те парнесем парӑнаҫҫӗ", – тесе пӗлтернӗ район админрстрацийӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев