Анатолий Мефодьевич СЕРГЕЕВ январӗн 1-мӗшӗнче 80 çул тултарать
Хисеплӗ те юратнă, хаклă çыннăмăр, Пăва районӗнчи Пӳркел ялӗнче пурăнакан Анатолий Мефодьевич СЕРГЕЕВ январӗн 1-мӗшӗнче 80 çул тултарать. Ăна сумлă юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр!
Пурнăç çулӗпе тата нумай çул утма çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, тулли телей, тӗнчери мӗнпур ыррине сунатпăр. Эпир сана пурте питӗ юрататпăр. Малашне те пӗрре мар юбилей ирттермелле пултăрччӗ.
Вăрăм пултăр санăн ӗмӗрӳ,
Таптăр вăй-халу ялан хӗрӳ.
Хурçă евӗр пултăр сывлăху,
Телейпе çуталтăр кун-çулу.
Ачисем, мăнукӗсем тата кӗçӗн мăнукӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев