News by date 30 December 2024
-
Июлӗн 1-мӗшӗнчен тарифсем ӳсеççӗ
Çӗнӗ çул умӗн пӗлтернӗ хыпар Тутарстанра сахал кама савăнтарчӗ-тӗр, мӗншӗн тесен сăмах коммуналлă хуçалăх тарифӗсем пирки. 2025 çулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен вӗсем 17,5 – 22,3 процента (çӗршывӗпе вăтамран – 11,9) ӳсеççӗ. Указа ТР Раисӗ Р.Минниханов декабрӗн 14-мӗшӗнче алă пуснă. Тарифсем мӗншӗн çак таранах ӳсессин сăлтавӗсене декабрӗн 26-мӗшӗнче «Татар-информ» ИА иртнӗ пресс - конференцире ТР тарифсем енӗпе патшалăх комитечӗн председателӗ Александр Станиславович Груничев ăнлантарчӗ.
-
Çӗнӗ çул каçне уяв пек чаплăн ирттерме хатӗрленмелле
Ку эрне икӗ çула пӗрлештерет: иртсе каякан 2024 тата 12 уйăха килекен 2025 çулсене. Çичӗ кунра пирӗн тухса каякан Аçтаха çулне пӗтӗмлетме ӗлкӗрмелле, Йывăç Симӗс Çӗлен çулне плансем тумалла. Çӗнӗ çул каçне уяв пек чаплăн ирттерме хатӗрленмелле. Çак кунсенче пире çăлтăрсем яланхинчен те ытларах пулăшса пырӗç. 2024 çулхи декабрӗн 30-мӗшӗнчен 2025 çулхи январӗн 5-мӗшчен пыракан тапхăр мӗнле иртет кашниншӗн уйрăм?
-
Çу уйăхӗ мӗнле пуласса кăтартакан кун
• Раштавăн 30-мӗшӗ – Даниил. Çил-тăманлă пулни – çулла пыл нумай пуласса. Çу уйăхӗ мӗнле пуласса кăтартакан кун. Йывăçсене пас тытнă-тăк – кӗçех ăшăтать. Çак каç малашлăха кăтартакан тӗлӗк тӗлленет, анчах та ăна никама та каласа пама юрамасть.