Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Июлӗн 1-мӗшӗнчен тарифсем ӳсеççӗ

Çӗнӗ çул умӗн пӗлтернӗ хыпар Тутарстанра сахал кама савăнтарчӗ-тӗр, мӗншӗн тесен сăмах коммуналлă хуçалăх тарифӗсем пирки. 2025 çулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен вӗсем 17,5 – 22,3 процента (çӗршывӗпе вăтамран – 11,9) ӳсеççӗ. Указа ТР Раисӗ Р.Минниханов декабрӗн 14-мӗшӗнче алă пуснă. Тарифсем мӗншӗн çак таранах ӳсессин сăлтавӗсене декабрӗн 26-мӗшӗнче «Татар-информ» ИА иртнӗ пресс - конференцире ТР тарифсем енӗпе патшалăх комитечӗн председателӗ Александр Станиславович Груничев ăнлантарчӗ.

Коммуналлă хуçалăх услугисен тарифӗсем Тутарстанра 17,5 – 22,3 процентах ӳсни пулманччӗ-ха хальччен. Танлаштарма, Мускавра – 15, Санкт-Петербургра 14,6 процент. Паллах, республикăри çулсăр-шывсăр пурăнакан пӗчӗк ял çыннисем те ытлă-çитлӗ пурăнакан мускавсенчен ÇКХшăн ытларах тӳлесси пуçа шăнăçмасть. Мӗнпе çав териех çылăха кӗчӗ-ши БРИКС штабӗ пулма ăнтăлакан регион? «Ӗлӗк мӗнлеччӗ астăватăр-и? Çутă сӳнсе ларчӗ-тӗк, газ плитине чӗртеттӗмӗр те килте çутă та ăшă пулса каятчӗ. Çутта вара хăвăрт кăна юсаймастчӗç-ха. Халӗ çутă сӳнтерсен çур сехетренех халăх кăмăлсăрланма тытăнать. Пӗр-икӗ сехетренех юсаççӗ. Паха услугăсемпе усă курма хăнăхнă эпир, ку вара йӳнӗ пулаймасть, ниепле те», – халăх лайăхрах ăнлантăр тесе-ши иртнипе хальхине танлаштарма хăтланчӗ чиновник.

Ун сăмахӗсем тăрăх, эпир 2025 çулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен Раççейӗпе те чи телейлисем пулса тухатпăр эппин, унсăрăн çӗршывӗпе те чи пысăк тарифсем пирӗн пулнине мӗнле ăнлантарăн тата? Пирӗн хыççăн Пермь крайӗн халăхӗ «телейлӗ», унта тарифсем – 21,1 процента ӳстерме шантараççӗ.

Çапла вара 2025 çулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен 39 муниципалитетра – Хусанта, Çырчаллинче, Агрызра, Азнакайра, Павлăра, Пӗкӗлмере, Иннополисра, Елабугăра, Заинскра, Ешӗлварта, Анат Камăра, Нурлатра, Осиновăра, Кукморта, Лайăшра, Мамадышра, Менделеевскра, Мензелере, Сабапа Пăлхарта, пӗтӗмпе 19 хулара, хула йышши 14 поселокпа 6 ялта тарифсем – 22,3, ыттисенче 17,5 процента ӳсеççӗ. Хусанта, тӗслӗхрен, электроэнергишӗн 19, сивӗ шывшăн 17,5, вӗри шывшăн 21,6, ăшăшăн 22,3, çӳп-çапа илсе кайнăшăн 8,9 процент ытларах тӳлӗпӗр.

Çӗнӗ тарифсенчен чи пысăкки – ăшă тивӗçтерӗвӗн. Вăл 22,3 процента ӳсет, урăхла каласан, пӗр гикалоришӗн 2,9 пин тенке яхăнах. Тутарстанри çулталăкри инфляци вара 8,38 процент пулнине шута илсен, вăл унран та икӗ хут иртсе каять.

Александр Груничев ăшă тивӗçтерӗвӗн тарифӗ пысăкки унччен тăкака электроэнерги генерацийӗн шучӗпе саплаштарнă пулсан, халӗ закон тăрăх йăлтах ăшă тивӗçтерӗвӗ çине тиенипе ăнлантарчӗ. Кунсăр пуçне пăрăхсем кивелни те, газ (услугăсем тивӗçтерекенсемшӗн тӗп энергоресурс) хакӗ сисӗнмеллех ӳсни те витӗм парать имӗш. Ресурспа тивӗçтерекен организацисемшӗн курттăм газăн хакӗ 21,3 процента хакланнă. Александр Груничев сăмахӗпе, çакăн чухлех ӳсессе вӗсем хăйсем те кӗтмен.

Тарифсем çаплах хакланнин сăлтавӗсем шывпа тивӗçтересси, хутса ăшăтасси, электричество, çӳп-çап тăкассин тăкакӗсем ӳснипе кăна та çыхăнман иккен. Чи пӗчӗк ӗç укçи çӗршывра 22 440 тенкӗпе танлашнă хыççăн ÇКХ сферинче ӗçлес текенсем сахалланнипе те. Пуррисем те тарса ан пӗтчӗр тесе ӗç укçине районти вăтам ӗç укçи шайне çитерме йышăннă. Тӗрӗссипе, ТР Раисӗ хушнă-ха çапла. Водоканалта тăрăшакансен вăтам ӗç укçи пурӗ те 34 пин тенкӗ кăна халӗ. Паллă ӗнтӗ, çак укçапа ӗçлеме килӗшекенсем сахал. Хăш-пӗр çӗрте ӗç укçине ӳстеркеленӗ-ха, калăпăр, Хусанти водоканалта вăтамран 45 пин тенкӗ, анчах ку та тивӗçтермелли сумма мар. Шăп çавăнпа 2027 çул тӗлне ниме пăхмасăр ӗç укçине икӗ хут ӳстерессине каларӗ Александр Груничев. Ун чух ÇКХ сфери те лайăх ӗç вырăнӗ пуласса шанать вăл.

Паллах, ÇКХ инфраструктурине çӗнетесси те йӳн япала мар. РФ Строительство министерстви çулсерен ÇКХ сечӗн 3 процентне çӗнетме тӗллев лартать. 2024 çулта Тутарстанра, тӗслӗхрен, пурӗ 1 процент çӗнетейнӗ. Ку енӗпе республикăн хăйӗн программи пулăшать-ха вӗсене. ТР Раисӗн йышăнăвӗпе 2025 çул валли те акă республика бюджетӗнчен 10 миллиард тенкӗ уйăрнă.

Тарифсем хакланнин тепӗр сăлтавне спикер ÇКХ предприятийӗсен тупăшӗ 60 миллионран иртсен 5 процент налук (НДС) тӳлеттермелле тунипе çыхăнтарчӗ. «Ку вăл пӗчӗк сумма мар, 60 миллионăн 5 проценчӗ 3 миллион тенкӗ. Эппин кăна та тариф шутне кӗртмесӗр май çук», – терӗ.

Александр Груничев ÇКХ тарифӗсем чакасса малашне те кӗтмелле маррине каларӗ, мӗншӗн тесен ÇКХ инфраструктури мӗн чухлӗ нумайрах аталанса çӗнелет, çавăн чухлӗ хакланса пырассине асăнчӗ.

Пурнăç пур енӗпе те хакланса пынине кура халăхăн малашне тӳшекке кура урана тăсма тата йывăртарах пуласса кӗтмелле апла.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество