Çу уйăхӗ мӗнле пуласса кăтартакан кун
• Раштавăн 30-мӗшӗ – Даниил. Çил-тăманлă пулни – çулла пыл нумай пуласса. Çу уйăхӗ мӗнле пуласса кăтартакан кун. Йывăçсене пас тытнă-тăк – кӗçех ăшăтать. Çак каç малашлăха кăтартакан тӗлӗк тӗлленет, анчах та ăна никама та каласа пама юрамасть.
• Раштавăн 31-мӗшӗ – Модест. Çак кун çине пăхса çӗртме уйăхӗ епле пулассине пӗлме пулать. Çулталăкăн юлашки кунӗ уяр та типӗ пулсан хӗлле ăшă пулать, çуркунне ир килет.
• Кăрлачăн 1-мӗшӗ – Вонифатий. Çӗнӗ çул чăрăшӗ килте мӗн чухлӗ ытларах тăрать, çавăн чухлӗ çӗнӗ çул пуянрах пулать. Кун çиллӗ – кăçал мăйăр ăнса пулать.
• Кăрлачăн 2-мӗшӗ – Иоанн тата Игнатий. Тӳпере çăлтăр нумай-тăк – тырпул ăнса пулать. Çак кун мӗнле – çурла уйăхӗ те çапла пулать. Кăсăясем хытă шавлаççӗ – сивӗтессе тата хӗл вăрăма тăсăласса.
• Кăрлачăн 3-мӗшӗ – Петр. Авăн уйăхӗнче çанталăк мӗнле пуласса кăтартакан кун. Юр нумай – тухăçлă çул пулать. Шартлама сивӗ те çил-тăманлă – çулла шăрăх пулать. Çак кун çуралнисем лайăх хуçа пулаççӗ.
• Кăрлачăн 4-мӗшӗ – Настасья. Пӗлӗтсем çиле хирӗçле шăваççӗ – юр çăвасса. Юпа уйăхӗ мӗнле пулассине кăтартакан кун.
• Кăрлачăн 5-мӗшӗ – Федул. Юр çăвать, тăман тустарать – утă уйăхӗ çумăрлă пулать. Çак кун кивçене тавăрса памаççӗ, çӗннисем хушăнма пултараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев