Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Çӗнӗ çул каçне уяв пек чаплăн ирттерме хатӗрленмелле

Ку эрне икӗ çула пӗрлештерет: иртсе каякан 2024 тата 12 уйăха килекен 2025 çулсене. Çичӗ кунра пирӗн тухса каякан Аçтаха çулне пӗтӗмлетме ӗлкӗрмелле, Йывăç Симӗс Çӗлен çулне плансем тумалла. Çӗнӗ çул каçне уяв пек чаплăн ирттерме хатӗрленмелле. Çак кунсенче пире çăлтăрсем яланхинчен те ытларах пулăшса пырӗç. 2024 çулхи декабрӗн 30-мӗшӗнчен 2025 çулхи январӗн 5-мӗшчен пыракан тапхăр мӗнле иртет кашниншӗн уйрăм?

ТАКА 21.III – 20.IV 

Эрне пуçламăшӗнчех иксӗлми хăват туятăр.  Çакăнпа пӗрлех сирӗнте пуçаруçă вăранать, çӗнӗрен те çӗнӗ идейăсем пуçра çуралаççӗ. Харăсах темиçе проекта пурнăçлама ан васкăр, вăй-хала перекетлеме пӗлмелле. 

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Канса вăй пухасси çине пусăм тумалла сирӗн. Çемьепе пуçтарăнса чуна уçса калаçма меллӗ вăхăт. Ӗçпе çыхăннă идейăсем уяв кунӗсенче те пуçа килӗç, çавăнпа блокнотпа ручкăна алăрах тытăр. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI 

Эрнене савăнăçлă кăмăлпа пуçлатăр. Çӗн çынсемпе паллашасси, кăмăллă пӗлӗшсемпе тӗл пуласси умра. Анчах эрне варринче татса паман ыйтусене тимлемелле (çӗнӗ çула сӗтӗрсе кӗреймӗн-çке вӗсене). Çын элекне хăлхăра ан чикӗр.

РАК 22.VI – 22.VII 

Сире халь хăтлăх, ăшă вырăн кирлӗ. Кил-çурта илемлетме, çемьене савăнăç кӳме лайăх ку эрнере. Улшăнусене йышăнма хатӗр пулсан, ӗçре çутă малашлăх кӗтет сире çӗнӗ çулта.  Иртнисене аса илсе нушаланма кирлӗ мар, вăл иртнӗ. 

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII 

Эрне пысăк хăвăртлăхпа иртсе каять. Уявра çынсен тимлӗхӗ пӗр сирӗн çинче пулӗ – эсир илӗртӳллӗ, шӳте ăста тата çаврăнăçуллă.

Професси енӗпе интереслӗ сӗнӳ пулать, анчах ăна йышăниччен  тӗплӗн шутламалла. 

 ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Йӗрке тума, малашлăха планлама меллӗ вăхăт. Эсир ӗç çине питӗ шухăшлăн, çирӗп пăхатăр, çакă хăйне тӳрре кăларать, тупăш кӳрет. Кану çинчен ан манăр, çемьери çынсене критиклессинчен тытăнса тăрăр.

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

2024 çулăн юлашки кунӗсене çăмăллăн, хавхаланупа ирттеретӗр. Халь сирӗншӗн творчество, çынсемпе хутшăнни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Çыхăнусене çирӗплетме, малашлăха плансем тума усă курăр çак кунсемпе. 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Хăвăра вăйпитти туятăр çак кунсенче, малалла талпăнма пысăк сăлтав та пулать. Çавăнпа эрне питӗ хӗрӳ иртет. Таврари çынсемпе те, хăвăрпа та тӳрӗ кăмăллă пулмалла. 

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Оптимизмпа авăрланнăскер, эсир малалла куçма хатӗр. Тухса каякан çулран чи лайăххине илсе çӗнӗ çула куçма хатӗр эсир. Ырра шанакан çынсемпе пулăр, харăсах темиçе ӗçе ан кӳлӗнӗр. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Тунтикунранах хăвăра лăпкăн, çирӗппӗн туятăр. Ытти чухнехи пекех кунсене усăллă ирттерме шутлатăр, эсир шутланă пек пулать те. Кану çинчен ан манăр, ытлашши ӗçлени сывлăхăршăн сиенлӗ пулӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Кӗтмен ӗçсем, кӗтмен хыпарсем пайтах пулаççӗ çак кунсенче. Çӗнӗ çынсемпе паллашатăр-и, интереслӗ сӗнӳ тăваççӗ-и сире – пурте сирӗншӗн кăсăк. Хăвăршăн пӗлтерӗшлӗ йышăну тăвассине ырана ан хăварăр. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Çак кунсенче çулталăка пӗтӗмлетессипе ӗçлетӗр, хăвăршăн мӗн пӗлтерӗшлӗреххине суйласа илмеллех. Ку тапхăр канма та, çывăх çынсемпе хутшăнма та меллӗ вăхăт. Пулса иртекен самантпа киленӗр, çынсенчен ютшăнса пӗр-пӗччен юлни халь тӗрӗс мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп