News by date 31 December 2021
-
«Верук тӗпелӗн» çӗнӗ рецепчӗсем
Кил хуçи арăмӗсем, «Юр чăмакки» салат тума пӗлетӗр-и? Çук-тăк, ку рецепт сирӗн валли.
-
Çӗнӗ çула чăваш апачӗпе
Чăваш Ен Вӗрентӳ министерстви çӗнӗ çул умӗн «Çӗнӗ çула чăваш апачӗпе» гастрономи проектне хута янине пӗлтереççӗ вырăнти массăллă хыпар хатӗрӗсем. Тӗллевӗ – çамрăксене наци ӗçми-çимипе тата йăли-йӗркипе паллаштарасси.
-
ÇӖНӖ ÇУЛА – ÇӖНӖ ВĂЙПА!
Çӗр çинче Çӗнӗ çула паллă туман çӗршыв пур-ши? Çук та пуль. Çак асамлă уяв умӗн сире чăваш юманӗ пек çирӗп сывлăх, иксӗлми телей, чăваш сурпанӗ пек вăрăм кун-çул сунатăп. Пурнăçра савăнăçлă самантсем ытларах пулччăр. Япăх самантсем кивӗ çулта юлччăр, Çӗнӗ çул çӗнӗ ӗмӗт-тӗллев илсе килтӗр.
-
ТИГР АПАТ ТИРКЕМЕСТ
Çӗнӗ çул ăнăçлă пултăр тесен ăна кирлӗ пек кӗтсе илмелле. Тигр кӗлетки (çемçе тетте, керамикăран туни е тата ытти) çуртра пулмаллах.
-
ВЛАДИМИР КОЖЕМАНОВ – ПӖРРЕМӖШ!
«Раççейӗн чи лайăх пушар сӳнтерекенӗ» ята кăçал Аксу район чăвашӗ тивӗçнӗ.