ÇӖНӖ ÇУЛА – ÇӖНӖ ВĂЙПА!
Çӗр çинче Çӗнӗ çула паллă туман çӗршыв пур-ши? Çук та пуль. Çак асамлă уяв умӗн сире чăваш юманӗ пек çирӗп сывлăх, иксӗлми телей, чăваш сурпанӗ пек вăрăм кун-çул сунатăп. Пурнăçра савăнăçлă самантсем ытларах пулччăр. Япăх самантсем кивӗ çулта юлччăр, Çӗнӗ çул çӗнӗ ӗмӗт-тӗллев илсе килтӗр.
«Сувар» хаçат ӗçченӗсене тата вулаканӗсене çывхарса килекен Çӗнӗ çул ячӗпе чун-чӗререн саламлатăп! Çӗр çинче Çӗнӗ çула паллă туман çӗршыв пур-ши? Çук та пуль. Çак асамлă уяв умӗн сире чăваш юманӗ пек çирӗп сывлăх, иксӗлми телей, чăваш сурпанӗ пек вăрăм кун-çул сунатăп. Пурнăçра савăнăçлă самантсем ытларах пулччăр. Япăх самантсем кивӗ çулта юлччăр, Çӗнӗ çул çӗнӗ ӗмӗт-тӗллев илсе килтӗр.
Хисеплӗ хаçат ӗçченӗсем! Эсир пире, вулакансене, чăннипех юратнине, чун ăшшине парса тăнине хаçат урлă туятăп. Пирӗн çитӗнӳсемшӗн чунтан савăнатăр. Сирӗн ырă кăмăлăр пире çитӗнӳсем тума хавхалантарать, кирек епле йывăрлăха та çӗнтерме пулăшать, ăнăçу кӳрет.
Нумай çул хушши «Сувар» хаçата çырăнса илетӗп, юратса вулатăп. Хаçат ӗçченӗсем тăван чăваш чӗлхине юратнине, чăваш халăхӗн ăс-хакăлне малалла аталантарнине, хакланине чун-чӗрепе туйса тăратăп. Тăван сăмаха кашни çын чӗри патне çитерме тăрăшатăр. Тавах сире!
2022 çул валли те юратнă «Сувара» çырăнтăм. Кашни чăваш çемйинчех пултăрччӗ çак хаçат.
Çӗнӗ çулхи хавас кăмăл-туйăм сире малашне те сывă пурăнма çӗнӗ вăй патăр. Çӗнӗ çул ячӗпе пурне те! (Рея ТИМОФЕЕВА. Çӗнӗ Шупашкар хули. Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев