Çӗнӗ çула чăваш апачӗпе
Чăваш Ен Вӗрентӳ министерстви çӗнӗ çул умӗн «Çӗнӗ çула чăваш апачӗпе» гастрономи проектне хута янине пӗлтереççӗ вырăнти массăллă хыпар хатӗрӗсем. Тӗллевӗ – çамрăксене наци ӗçми-çимипе тата йăли-йӗркипе паллаштарасси.
Декабрӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Апатлану тата коммерци технологийӗн техникумӗнче иртнӗ конкурсра регионти 6 вӗрентӳ заведенийӗ çӗнӗ çул сӗтелӗ хатӗрленӗ. Вӗсем йăлари хуплупа, шăрттанпа пӗрлех салатсем те, кондитер изделийӗсем те питӗ хитре те тутлă хатӗрленӗ. Наци çимине тутине пăсмасăр хальхилле хатӗрленине профессилле жюрипе пӗрле регион ертӳçи Олег Николаев та тутанса пысăк хак панă. Чи пултаруллисем Дипломсем тивӗçнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев