Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Верук тӗпелӗн» çӗнӗ рецепчӗсем

Кил хуçи арăмӗсем, «Юр чăмакки» салат тума пӗлетӗр-и? Çук-тăк, ку рецепт сирӗн валли.

«ЮР ЧĂМАККИ» САЛАТ
Кăмпапа сухана ваккăн турамалла та тип çу çинче ăшаламалла. Тăвар, карри приправа хушса пăтраштармалла. Пиçнӗ чăх ашне турамалла та вӗтетнӗ мăйăрпа пӗрлештермелле, вӗтӗ шăтăклă теркăпа хырнă çăмарта, майонез хушмалла. Хатӗр ингредиентсене пӗрлештермелле, теркăпа хырнă сыр хушса пăтраштармалла. Хатӗр салата 1 сехет холодильник-
ре тытмалла.
300 г чăх ашӗ (шурри), 200 г шампиньон, 150 г аçтăрхан мăйăрӗ, 50 г хытă йышши сыр, 4 пиçнӗ çăмарта, 2 пуç сухан, майонез, тип çу, тăвар, карри приправа кирлӗ.

ЧĂХПА АНАНАС САЛАЧӖ
Пиçнӗ чăх ашне ваккăн турамалла. Çăмарта шуррипе саррине уйрăмшарăн теркăпа хырмалла. Сыра та теркăпа хырмалла. Консервăланă ананаса дуршлаг çине хурса шӗвекне сăрăхтармалла, унтан ваккăн турамалла. Ингредиентсене лап тӗплӗ турилкке çине сийӗн-сийӗн (чăх ашӗ, сыр, ананас, çăмарта шурри, çăмарта сарри) вырнаçтармалла, кашни сийнех пресс витӗр кăларнă ыхрапа хутăштарнă майонезпа сӗрмелле. Çиелтен укроппа е петрушкăпа илемлетмелле.
300 г чăх ашӗ, 100 г сыр, 100 г консервăланă ананас, 3 çăмарта, 1 шăл ыхра, майонез тата тăвар кирлӗ. (В.Александрова сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев