News by category - Çырчалли (Набережные Челны)
-
Çырчаллинче пулăç çухалнă
Апрелӗн 18-мӗшӗнче Çырчаллинче пулăç çухалнă, - тесе пӗлтерет Татар-информ. Çав кун васкавлă службăн 112 номерне çын çухални пирки хыпар çитнӗ. Пӗлтерекенӗ каланă тăрăх, 63-ри арçын ир ирех Камана пулă тытма кайсан таврăнман. Машинăна вара Çыран хӗрринчи вырăнта тупнă. Арçын «Лукойл» тесе çырни комбинезонпа, кăвакпа-хӗрлӗ курткăпа пулни паллă. Çумӗнче пулăç хатӗрӗсем...
-
Чăваш центрӗсен ертӳçисем çӗнелеççӗ
Çырчалли чăвашӗсем те хăйсен отчетпа суйлав конференцине ирттерчӗç. Пуху апрелӗн 8-мӗшӗнче Туслăх çуртӗнче иртрӗ, шăпах çак кун автохулара Чăваш культура кунне паллă турӗç. Культура тӗлӗшӗнчен çырчаллăсем чăннипех те пуян. Кунта нумай çул хăйӗн пултарулăхӗпе таврари районсенче пурăнакан чăвашсене тӗлӗнтерсе тăракан «Чӗкеç» ансамбль кăна мар, вырсарни шкулӗнчи пирӗн уйрăм та, ача...
-
Çырчаллăри чăвашсем çĕнĕ ертÿçĕ суйларĕç
Апрелĕн 9-мĕшĕнче автохулари чăвашсен обществи çĕнĕ ертÿçĕллĕ пулса тăчĕ. Туслăх Çуртĕнче иртнĕ отчетпа суйлав конференцине "Сувар" хаçатăн тĕп редакторĕ Константин Малышев, ТР Общество палатин членĕ Валентин Паймухин, Хусанти чăваш ентешлĕхĕн ертÿçи Алексей Наумов хутшăнчĕç. Кĕске отчет тунă хыççăн Çырчаллăри чăваш центрĕн ертÿçи Сергей Киров председатель тилхепине Александр Павлова пачĕ. Пуху...
-
Çырчаллинчи пӗрремӗш клас хӗрачи алăксене тапса уçать
Пӗрремӗш класра вӗренекен ача чемпион пулма пултарать-и, мӗнле шутлатăр? «Иртерех-ха, çиччӗри ача мӗнле чемпион пулайтăр, ку ята илме тар тăкса темиçе çул тăрăшмалла», - тейӗ хăшӗ-пӗри. Ку сăмахсенче тӗрӗслӗх пур, паллах, çитӗнӳ тума нумай тăрăшмалла. Анчах та çав çулти ача та чемпион пулма пултарать. Тата пӗр хутчен кăна та мар!...
-
Интернатри тӗлпулу
Анат Камăри 34№ гимнази-интернатра вӗренӳ çулталăкӗ тăршшӗпех хулари чăваш çыравçисемпе, паллă чăвашсемпе тăтăшах тӗлпулусем иртеççӗ. Пирӗн çыравçăсем çамрăк мар пулин те питӗ активлă. Мероприятисене йыхравласан хаваспах килеççӗ. Раштав уйăхӗн 5-мӗшӗнче гимнази-интернатра Дмитрий Храмов поэтпа тӗлпулу иртрӗ. Дмитрий Иванович Аксу районӗнчи Савгачево ялӗнче çуралса ӳснӗ. 1970 çулсен вӗçӗнче вăл çемйипе Анат...
-
Сасăланă çынсемшĕн авобуссем тÿлевсĕр
Суйлав кунĕ Хусан тата Республикăри ытти хуласенчи общество транспорчĕн маршручĕсем сасăлама ĕлкĕрнĕ çынсемшĕн тÿлевсĕр пулĕç, çав шутра метро та. Хусанта суйлав вĕçленсен сасăланă çынсем валли Игорь Николаев тата Сергей Лазарев концерт кăтартĕç.
-
Инженер профессине чапа кăларасшăн
Республикăра çак кунсенче çамрăксен йăлана кӗнӗ «PROF-движени» профориентаци форумӗ пуçланчӗ. Вăл 2014 çултанпа çуллен август уйăхӗнче иртет. Форум - республика экономики ыйтнине тата вӗрентӳ системин ӗçне координацилесе тăракан лайăх инструмент. «PROF-движени» проект чи актуаллă задачăсене пурнăçласа Тутарстан экономикине кирлӗ специалистсене хатӗрлеме пулăшать. Форума «КАМАЗ» ПАО ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата Промышленность...
-
Гварди аслă сержант саламӗ
Раççей политикӗсенчен чи паллă десантник Сергей Миронов пулмалла. Вăл кашни суйлав кампанийӗнче хăй сывлăш десант çарӗсенче хӗсметре тăнине палăртма манмасть. Вăл 1971-73 çулсенче салтак атти тăхăннă. Хальхинче те Справедлиявая Россия партин председателӗ айккинче юлман. Августăн 2-мӗшӗнче Сергей Миронов Мускаври Суворов лапамӗнчи десантник-салтаксене халалласа лартнă палăк патне чечексем хунă. «ВДВ пирӗн...