Çырчаллинче пулăç çухалнă
Апрелӗн 18-мӗшӗнче Çырчаллинче пулăç çухалнă, - тесе пӗлтерет Татар-информ. Çав кун васкавлă службăн 112 номерне çын çухални пирки хыпар çитнӗ. Пӗлтерекенӗ каланă тăрăх, 63-ри арçын ир ирех Камана пулă тытма кайсан таврăнман. Машинăна вара Çыран хӗрринчи вырăнта тупнă. Арçын «Лукойл» тесе çырни комбинезонпа, кăвакпа-хӗрлӗ курткăпа пулни паллă. Çумӗнче пулăç хатӗрӗсем...
Апрелӗн 18-мӗшӗнче Çырчаллинче пулăç çухалнă, - тесе пӗлтерет Татар-информ. Çав кун васкавлă службăн 112 номерне çын çухални пирки хыпар çитнӗ. Пӗлтерекенӗ каланă тăрăх, 63-ри арçын ир ирех Камана пулă тытма кайсан таврăнман.
Машинăна вара Çыран хӗрринчи вырăнта тупнă. Арçын «Лукойл» тесе çырни комбинезонпа, кăвакпа-хӗрлӗ курткăпа пулни паллă. Çумӗнче пулăç хатӗрӗсем те пулнă. Арçын пулла пӗрре мар çӳрени те паллă.
Хальлӗхе Çырчаллинчи ПСО хăтараканӗсем çыран линине 6 километра яхăн тӗрӗслесе тухнă, анчах та çынна тупайман. Шырав ӗçӗ паян та пырать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев