Çырчаллинчи пӗрремӗш клас хӗрачи алăксене тапса уçать
Пӗрремӗш класра вӗренекен ача чемпион пулма пултарать-и, мӗнле шутлатăр? «Иртерех-ха, çиччӗри ача мӗнле чемпион пулайтăр, ку ята илме тар тăкса темиçе çул тăрăшмалла», - тейӗ хăшӗ-пӗри. Ку сăмахсенче тӗрӗслӗх пур, паллах, çитӗнӳ тума нумай тăрăшмалла. Анчах та çав çулти ача та чемпион пулма пултарать. Тата пӗр хутчен кăна та мар!...
Пӗрремӗш класра вӗренекен ача чемпион пулма пултарать-и, мӗнле шутлатăр? «Иртерех-ха, çиччӗри ача мӗнле чемпион пулайтăр, ку ята илме тар тăкса темиçе çул тăрăшмалла», - тейӗ хăшӗ-пӗри. Ку сăмахсенче тӗрӗслӗх пур, паллах, çитӗнӳ тума нумай тăрăшмалла. Анчах та çав çулти ача та чемпион пулма пултарать. Тата пӗр хутчен кăна та мар! Акă, Çырчаллинчи 44-мӗш номерлӗ шкулта 1-мӗш «а» класра вӗренекен Владислава Шуркина каратэпе тăватă хутчен Тутарстан Республикин, пӗр хутчен Федерацин Атăлçи округӗн, икӗ хутчен Раççей Федерацийӗн чемпионки.
Çапла, çапла. Нумай пулмасть кăна-ха вăл, пӗтӗм халăх февраль уявӗсенче каннă вăхăтра, Çӗнӗ Шупашкар хулинче иртнӗ Раççейӗн WKC каратэ енӗпе чемпионатне тата первенствине хутшăнса черетлӗ медальсем çӗнсе илчӗ. Маттур!
Владислава 7 çулта кăна пулсан та çитӗнӳ хыççăн çитӗнӳ тăвать. Кӗрешӳ искусствипе вăл çулталăк çурă каялла кăна чăнласа аппаланма пуçланă-ха. Çырчаллинчи «Прометей» спорт клубӗнчи каратэ секцине ăна ашшӗ 2015 çулхи сентябрьте пуçласа илсе кайнă. Унччен те хӗрача вăхăтне усăсăр ирттермен: 3 çулта чухнех синхронлă ишеве, искусствăсен шкулӗнчи хореографи уйрăмне çӳреме пуçланă. Апла-тăк каратэ секцине нимӗн ăнланман ача пек пыман вăл, ку вăхăт тӗлне дисциплинăна пăхăнма хăнăхнă, кашни япалан йӗрки пуррине ăнланаканскер пулнă вăл. Çавăнпах пуль, Олег Викторович Хафизов тренер ертсе пынипе кӗрешӳ мелӗсене хăвăрт алла илме вӗренсе пынă Владислава. Секцие çӳреме пуçласан икӗ уйăх çурăранах Çырчалли хулинче иртнӗ ăмăртăва хутшăнса кумитэпе 1-мӗш вырăн йышăннă. Тепӗр уйăхран республика шайӗнчи ăмăртăва та хутшăнать: ТР каратэ енӗпе чемпионатӗнчен кумитэпе 1-мӗш, катапа 2-мӗш вырăн йышăнса таврăнать. 2016 çулхи февральте те республика шайӗнчи чемпионатран медальсемпе таврăнать маттур хӗрача. Пӗлтӗрхи октябрь уйăхӗнче Раççейӗн WKC шотокан каратэ енӗпе чемпионачӗн (Çӗнӗ Шупашкарта иртнӗ) кӗмӗл призерӗ пулса тăрать Владислава Шуркина. Ноябрьте «Непобедимая Держава» Кубокшăн Тольяттире иртнӗ Раççей чемпионатӗнчен виçӗ медальпе тата кубокпа таврăнать. Кăçалхи январьте Атăлçин каратэ енӗпе первенствинче катапа 1-мӗш, кумитэпе 2-мӗш (санбон) тата 3-мӗш (иппон) вырăнсем йышăнать. Февралӗн 24-мӗшӗнчи Раççей чемпионачӗ пирки маларах асăнтăмăр ӗнтӗ.
Секцире Владислава пӗртен-пӗр хӗрача, ыттисем - арçын ачасем. Апла пулин те маххă параканни мар вăл. Тӗрлӗ шайри ăмăртусене, ыттисемпе танлаштарсан, пуринчен хастар хутшăнать. Ахальтен-им кăвак пиçихиллӗскерӗн паянхи куна 27 медаль, 5 кубок, дипломсем… Шел те, патшалăх çавăн пек маттур ачасене укçа-тенкӗ енчен нимле те хавхалантармасть
Тренировкăсем нумай вăхăт илни паллă ӗнтӗ. Апла пулин те Владислава шкулта вӗреннисӗр пуçне акăлчан чӗлхине тарăнрах вӗренмешкӗн çӳреме те ӗлкӗрет.
- Пушă вăхăчӗ сахал унăн, пӗрмай ӗçлӗ, - каласа парать ашшӗ Петр Анатольевич. - Çапах та кăшт пушансанах ӳкерме, вулама кăмăллать. Канмалли кунсенче манпа пӗрле йӗлтӗрпе, конькипе е сноубордпа ярăнма çӳрет. Çулла унăн тусӗсем - велосипед тата роликсем.
Ашшӗпе амăшӗ каланă тăрăх, Владислава çине тăракан, ума лартнă тӗллеве пурнăçлакан, ырăкăмăллă, тимлӗ ача. Хăйӗн тантăшӗсене яланах пулăшма тăрăшать. ӳссен кардиолог пулма ӗмӗтленет.
Çулла та унăн ытти ачасенчен сахалрах каникулӗ - пӗр уйăх спорт лагерӗнче ирттермелле. Тепӗр икӗ уйăхне вара чăннипех канать хӗрача - Аксу районӗнчи Çӗмӗртлӗ ялӗнче пурăнакан аслашшӗпе асламăшӗ патне те каять, ашшӗ-амăшӗпе пӗрле тинӗс хӗррине те çитсе килет…
Халӗ Владислава каллех ăмăртăва хатӗрленет - март вӗçӗнче Мускавра иртекен JKS каратэ енӗпе Раççей чемпионатне хутшăнасшăн. Черетлӗ ăмăртуран та медальсемпе таврăнма сунас килет хӗрачана.
Сăмах май, каратэне 2020 çултан Олимп вăййисен программине кӗртнӗ. Апла пулсан спортăн çак тӗсӗнче çӗнӗ чемпионсен ячӗсене илтӗпӗр малашне. ӳссен Çырчаллинче пурăнакан чăваш хӗрӗ Владислава Шуркина та çӗршыв чысне Олимп вăййисенче хӳтӗлесе чемпионка пуласса шанса тăратпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев