News by tag - Аксубаево
-
Пандеми саврăшпуçсен планне пăсайман
Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче Çӗнӗ çул умӗн стадион уçăлни, Сосновка поселокӗнчи çуртсене тахçан кӗтнӗ газ яни ял хутлăхӗнчи 2020 çула вӗçлекен чи илемлӗ те хаваслă пулăмсем пулни иккӗленӳллӗ мар. Стадион, тӗслӗхрен, ачасене те, çамрăксене те пӗрлештерекен вырăн халь. Варрине 5 метр çӳллӗш капăр чăрăш лартса халăхпа пӗрле уçнă ăна. Çӗнӗ çул уявӗн кунӗсенче чун каничченех конькипе ярăнман çын юлмарӗ те пуль ку ялта. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Зиновьевич Николаев пӗлтернӗ тăрăх, стадиона ашшӗ-амăшӗсем хăйсен вăйӗпе тунă. Эпир ку яла пынă чух ӗç йăлтах вӗçленменччӗ-ха, шыв сапса тунă каток çинче вара шăпăрлансем ярăнатчӗç те ӗнтӗ.
-
Уява курма килекенсене пӗлме
Майдана машинапа кӗртмеҫҫӗ, транспорт валли вырӑн ҫырма леш енче
-
Тӗне кӗменнисем пурӑнакан Ерепре ял кунӗ
Ҫак куна ахальтен суйласа илмен, тепӗр кунӗ тӗне кӗмен чӑвашсен Ҫимӗкӗ