Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тӗне кӗменнисем пурӑнакан Ерепре ял кунӗ

Ҫак куна ахальтен суйласа илмен, тепӗр кунӗ тӗне кӗмен чӑвашсен Ҫимӗкӗ

 Июнӗн 12-мӗшӗнче Аксу районĕнчи Ерепьел ялӗнче ял кунӗ ирттернӗ. Ҫак куна ахальтен суйласа илмен, тепӗр кунӗ тӗне кӗмен чӑвашсен Ҫимӗкӗ. Ӑна тӗллесе яла таҫтан та халӑх пуҫтарӑннӑ. Уява мӗнле йӗркелени халӑха килӗшнӗ. 

Ҫӗнӗ Аксу ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Анат Камӑра пурӑнакан художник Владимир Тудияров тӑрӑшнипе вӑрҫӑра пулнисене асӑнса илемлӗ палӑк лартнӑ. Вӑл та пурне те килӗшнӗ.

Ереп ялӗ вӑрман хӗрринче илемлӗ, ҫӑтмахри пек вырӑнта ларать. Ял кунӗ урамсем  юрӑ-ташӑпа тулчӗҫ. Ҫамрӑксемпе аслисем спорт вӑййисенче вӑй виҫрӗҫ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Аксубаево