Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пандеми саврăшпуçсен планне пăсайман

Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче Çӗнӗ çул умӗн стадион уçăлни, Сосновка поселокӗнчи çуртсене тахçан кӗтнӗ газ яни ял хутлăхӗнчи 2020 çула вӗçлекен чи илемлӗ те хаваслă пулăмсем пулни иккӗленӳллӗ мар. Стадион, тӗслӗхрен, ачасене те, çамрăксене те пӗрлештерекен вырăн халь. Варрине 5 метр çӳллӗш капăр чăрăш лартса халăхпа пӗрле уçнă ăна. Çӗнӗ çул уявӗн кунӗсенче чун каничченех конькипе ярăнман çын юлмарӗ те пуль ку ялта. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Зиновьевич Николаев пӗлтернӗ тăрăх, стадиона ашшӗ-амăшӗсем хăйсен вăйӗпе тунă. Эпир ку яла пынă чух ӗç йăлтах вӗçленменччӗ-ха, шыв сапса тунă каток çинче вара шăпăрлансем ярăнатчӗç те ӗнтӗ.

Ача-пăча площадки çулла та пушă тăмӗ-ха, унта волейбол, мини-футбол е ытти вăйă вылӗç. Сăмах май, Çӗнӗ çул мероприятине ирттерес, уява илемлетессипе иртнӗ район конкурсӗнче Саврăшпуç ял хутлăхӗ чи нумай наградăна тивӗçнӗ. Ял хутлăхӗсем хушшинче  – II, клубсен хушшинче Çирӗклӗ клубӗ  – II, Саврăшпуç клубӗ III вырăнсене йышăннă. Саврăшпуçӗнчи Культура çурчӗн директорне А.В.Иванова район центрне уява илемлетме пулăшнăшăн Тав çырăвӗпе чысланă. А.В.Иванов чăнах та çак хисепе тивӗç. Çӗнӗ çула илемлетессипе республика конкурсӗнче Саврăшпуç ял хутлăхӗ 2016 çулта – II, 2018 çулта I вырăнсене йышăннинче клуб, шкул ӗçченӗсемпе, халăхпа пӗрле унăн та тӳпи çав тери пысăк. Республика конкурсӗнче пӗрремӗш çулхине  – 200, иккӗмӗш çулхине 300 пиншер тенкӗ илнӗ преми укçине йăлтах клубсене юсама, аппаратура туянма янă.
2020 çул çăмăл килмерӗ пулсан та, ял хутлăхӗ палăртнă планран пăрăнман. Савгачево ялӗнче ФАП туса лартнă, вăл йăлтах хатӗр, районтан хушу пулманнипе уçăлайман кăна. Медицина учрежденийӗ ялсенче пурри пандеми вăхăтӗнче калама çук пысăк пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен халăха пирвайхи пулăшăва вăл парать. Коронавирус тӗнчипех алхаснă вăхăтра та акă Саврăшпуç ял хутлăхӗнче çын вилеслӗхӗ питех улшăнман, хурлăхлă статистика ытти çулсенчи пекех. Çӗнӗ кайăк вара 13-14 хут та иленнӗ.
Ял хутлăхӗн кантурӗ нумай çул Саврăшпуçӗнче мар, Савгачевăраччӗ. Çак çитменлӗхе пӗтерсе темиçе çул каялла Саврăшпуçӗнче çӗнӗ кантур çурчӗ лартса администраци унта  куçнă. Калас пулать, çакăн пек çӗнӗ административлă çурт районти пӗр ял хутлăхӗн те çук-ха хальлӗхе.
Çирӗклӗ ялӗ валли сулăм укçипе (çын пуçне 300-шер тенкӗ) 2 çухрăма çитмелӗх туяннă шыв пăрăхӗн 750 метрне çӗр айӗнчен тăснă. Ӗç вӗçленмен-ха, çуркунне çӗр-шыв типсен малалла тăсса шыв башни патне çитме палăртса хунă. Халăхран пуçтарнă укçапа çаплах Савгачевăпа Саврăшпуçӗнче икшер, Заря ялӗнче пӗр урама вак чул сарнă. Тепӗр пысăк ӗçе, урамри юпасем çинчи хунарсене энергие перекетлекеннипе улăштарассине, пуçăннă. Саврăшпуç валли çакăн пек 35 хунар туяннă. Вӗсене улăштарнăшăн тӳлеме хаклă тесе ютран электрик чӗнмен, ку ыйтăва та хăйсен вăйӗпе татса пама шутланă. Кунта ӗç вӗçленсен Савгачево урамӗсенчи хунарсене улăштарма тытăнӗç.
Савгачевăри икӗ масарăн картине çӗнӗрен тытнине те 2020 çулăн чи пысăк ӗçӗсен шутне кӗртмелле. Масар картине çӗнетесси 2021 çулта  Саврăшпуçне те çитӗ.  Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ В.Николаев тӗслӗ штакетниксем туянса хунине каларӗ. Ӗçе çуркунне, çанталăк ăшăтсан пуçăнма шутлаççӗ.
Саврăшпуç ял хутлăхӗ районта чи пысăк ял хутлăхӗсенчен пӗри, унта кӗрекен 6 ялта 1500 çын пурăнать. Паллă ӗнтӗ, пуçлăхăн кашни ялта куллен пулмалла, вăхăтра çитмелле. Ку енчен йывăрлăх çук халь, республика конкурсӗнче çӗнтернӗ ял хутлăхне ТР Президенчӗ  Р.Минниханов 2019 çулта çӗнӗ машина панă.
– 2019 çул пирӗншӗн питӗ ăнăçлă пулчӗ, çав çулах грантпа тата «Беларусь» трактор та туянтăмăр эпир. Халӗ çулла çӳп-çап пуçтарма е пӗр-пӗр япала кӳме, хӗлле урамсене юртан тасатма техника шыраса çӳреместпӗр, – терӗ Валерий Зиновьевич сăмаха малалла тăсса. Ку енчен саврăшпуçсене ытти ял хутлăхӗсем ăмсанаççӗ те кăштах. Техникăсăр халӗ нимӗн те тума çук вӗт.
Ял хутлăхӗн историйӗ пуян, ку тăрăхран тухнă паллă çынсем те пур. Декабрӗн 29-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, Савгачево шкулӗнче Михаил Сэниелӗн музейӗ уçăлчӗ. 2026 çулта тепӗр историлле пысăк пулăм пулассине те каларӗ ял хутлăхӗн пуçлăхӗ. Заря ялӗнчи Тӗпсӗр çăла 1100 çул çитет иккен. Таврапӗлӳçӗсем ӗнентернӗ тăрăх, ун çинчен авалхи кӗнекесенче асăнса хăварни пур. Сăваплă çăл хальхи вăхăтра çӗнӗ вăйпа тапса тăрать, мӗншӗн тесен темиçе çул каялла ăна грант укçипе тасатса хăтлăх кӗртнӗ. Паллах, ял хутлăхӗн пуçлăхӗ пуçаруллă мар-тăк, кун чухлӗ ӗç пурнăçланмастчӗ-тӗр 6 ялтан тăракан ял хутлăхӗнче. Апла пулин те В.Николаевпа калаçнă вăхăтра унран пӗрре те «эпӗ турăм» тенине илтмерӗм. Вăл  кашни ӗçе пӗччен туманнине палăртса «эпир, халăхпа пӗрле, халăх вăйӗпе» тесе калаçрӗ. Пытармăпăр, халăхпа ӗçлесси вăл çăмăл ӗç мар, пурин кăмăлне те тупса пӗтерме çук, ютран килнӗ ертӳçӗ ялшăн, тăрăхшăн чунпа çунманни те паллă. Ку енчен саврăшпуçсене ăмсанмалли кăна юлать, вӗсен ертӳçи вырăнти çын. Эппин, ячӗшӗн кăна ӗçлемест.
К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Аксубаево