Тутарстан çамрăкӗсем 1,7 миллион тенкӗлӗх грантсем илнӗ
Республикăра пурăнакан çамрăкӗсен проекчӗсене пурнăçа кӗртме РФ çамрăксен ӗçӗсен федераллă агентстви (Росмолодёжь) ирттернӗ конкурсен шайӗнче 1,7 миллион тенкӗ уйăрнă. Укçа-тенке спорт фестивальне, усăллă кану программине, вожатăйсем хатӗрлессине, çамрăксем валли проект шкулне хута ярассине тата истори астăвăмне упрассине халалланă пуçарусене ярӗç. Кун пирки ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.