Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Кадровый резерв» проектăн çӗнӗ сезонӗ пуçланнă

Тутарстанра республикăри «Кадровый резерв» проектăн 16-мӗш сезонӗ Хусанти «УРАМ» экстрим-паркра уçăлнине пӗлтерет ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби.

«Молодежь и дети» наци проекчӗ шайӗнче пурнăçланакан конкурса пулас ертӳçӗсене, çамрăксен политикин сферинчи специалистсене хатӗрлес тӗллевпе ирттереççӗ.

«2026 çулта «Кадровый резерв» проект икӗ тапхăрпа иртет, Тутарстан Республикин çамрăк лидерӗсене аталантармалли тулли площадка пулса тăрӗ вăл. Ăна «Молодежь и дети» наци проекчӗ пулăшнипе йӗркелетпӗр, унăн тӗп тӗллевӗ кашни çамрăка хăйне тата пултарулăхне уçса пама пулăшасси», – палăртнă ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров.

‎Проектăн çурхи тапхăрӗнче  регионта çамрăксен политикин сфери валли специалистсем тупса хатӗрлеççӗ пулсан, кӗркунне вара вăл ТР Çамрăксен Правительствин çӗнӗ йышне суйламалли платформа пулса тăрӗ.

Кăçал проекта хутшăнма республикăри 35 муниципаллă йӗркеленӳрен 750 ытла заявка килнӗ. Тӗрӗслевпе собеседовани иртнӗ  хыççăн программăна 85 çынна суйласа илнӗ.

Проект программине икӗ куçăмсăр тата икӗ дистанциллӗ тапхăр кӗрет, икӗ енрен пӗрне – опыт çуккисем валли «Пробую и создаю»  е проектсене пурнăçа кӗртес ӗçре опыт пуррисем валли «Развиваю и масштабирую» ене суйласа илме пулать. Хутшăнакансене теорипе практика модулӗсем, социаллă пуçарусемпе ӗçлесси тата регионти çамрăксен малта пыракан организацийӗсенче стажировкăсем кӗтеççӗ.

Проектра наставничествăна уйрăм тимлӗх уйăрнă: кашни хутшăнакан опытлă экспертсемпе тата профильлӗ организацисен представителӗсемпе ӗçлеме пултарать, çакă сферăна тарăнрах ăнланса  аталанăвăн уйрăм траекторине йӗркелеме май парать.

Пурнăçа кӗртнӗ çулсенче проект республика валли кадрсем хатӗрлемелли тӗп площадкăсенчен пӗри пулса тăнă. Унăн выпускникӗсем патшалăх тата муниципалитет органӗсенче ӗçлеççӗ, хăйсен проекчӗсене пурнăçа кӗртсе Тутарстанри çамрăксен политикине аталантараççӗ.

Республикăри çамрăксен «Кадровый резерв» проектне ТР Правительстви пулăшнипе ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствипе  «Академия творческой молодежи Республики Татарстан» организаци пӗрле йӗркелеççӗ.

Р Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Молодежная политика #министерство по делам молодежи рт АзатКадыров Кадровый резерв