Республикăра пурăнакан çамрăкӗсен проекчӗсене пурнăçа кӗртме РФ çамрăксен ӗçӗсен федераллă агентстви (Росмолодёжь) ирттернӗ конкурсен шайӗнче 1,7 миллион тенкӗ уйăрнă. Укçа-тенке спорт фестивальне, усăллă кану программине, вожатăйсем хатӗрлессине, çамрăксем валли проект шкулне хута ярассине тата истори астăвăмне упрассине халалланă пуçарусене ярӗç. Кун пирки ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Пӗтӗм Раççейри çамрăксен «Территория смыслов» форумӗнче Эльза Шебалова «Сывлăх Эстафети» спорт фестивалӗ валли – 230 пин тенкӗ, Саима Шагиахметова «#Играйснами» усăллă кану программи валли 300 пин тенкӗ илнӗ. Тата 500 пин тенке республикăна халăхсен хушшинчи çамрăксен «Каспий» форумӗнче Алина Ромазановăна «Айда, вожатый» проекта пурнăçа кӗртме панă.
Унсăр пуçне Тутарстанран виçӗ проект «Росмолодежь.Грантсем Микрогрантсем» конкурсра çӗнтернӗ. Мадина Хасанова çул çитменнисем валли «ТОПовый выезд» проект шкулӗ валли 296 пин тенкӗ илнӗ, Даниил Кобылин — 221 пин тенкӗпе «Великая Отечественная война, изменившая ход мировой истории» конкурс ирттерет, Диана Гатауллинăн «СТЕНА ГЕРОЕВ» проекчӗ валли 197 пин тенкӗ уйăрнă.
«Кашни çӗнтерӳ конкретлă пуçарăвăн кăтартăвӗ, ăна халӗ грант пулăшăвӗпе пурнăçлама пулать. Çакă «Молодежь и дети» наци проекчӗн тӗллевӗсемпе туллин килӗшсе тăрать», – палăртнă Тутарстан Республикин çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров.
Нет комментариев