Виктория Храмова: «Эпӗ аслисен ырă тӗслӗхне мала хуратăп»
Чăвашла кино? Мӗн вăл? Ачасен, аслисен хушшинче хальччен вун-вун конкурс ирттернӗ суварçăсемшӗн хамăршăн та çӗнӗлӗх-ха ку. Апла пулсан та иккӗленместпӗр – интереслӗ пулать, мӗншӗн тесен пирӗн атьсем маттур та пултаруллă, интернет, информаци технологийӗсем, искусствăлла интеллект мӗн иккенне вӗсем пӗлсе ӳсеççӗ.