Çырчаллинчи 16-ри çул çитмен ача Мускавран килнӗ пӗр çулалли тăванӗсемпе пӗрле нацизм свастикине хăй пурăнакан подъездăн, ытти çуртсен стенисем, кайран автобус чарăнăвӗ çине ӳкерсе çӳренӗ.
Тепӗр 14-ри шкул ачи те техникумра вӗренекен 17-ри пӗлӗшӗпе пӗрле çаплах хăтланнă. 15-ри хӗрача вара социаллă сетьри хăйӗн страницине нацизм символикипе пӗрле «Керчь стрелокӗн» преступленине тӳрре кăларакан видео вырнаçтарнă. Çапла хăтланма мӗн е кам хистет пирӗн ачасене, мӗн тӗллевпе? Вăйă кăна мар вӗт ку. Çавăнпа ашшӗ-амăшӗн ачисем мӗнпе интересленнине тимлӗхре тытмалла. Йӗркене пăснă Çырчалли ачисемпе профилактика калаçăвӗ кăна ирттермен, 16 çула çитнисене штраф тӳлеттернӗ, кӗçӗнреххисемшӗн вара вӗсен ашшӗ-амăшӗ явап тытнă.
Нет комментариев