Ăна РФ Çутӗç министерстви тӗрев панипе «Мастерская новых медиа» федераллă вӗрентӳ программипе хута янă
Программăна виçӗ ӳсӗм категорийӗнчи – 3 – 5-мӗшсем, 6 – 9-мӗшсем тата 10-11-мӗшсем – ачасем валли хатӗрленӗ. Занятисенче шкул ачисене хальхи медиахутлăх тытăмӗ, ӗç принципӗсем пирки каласа парӗç. Çавăн пекех информацие хаклама, цифрăлла тасалăх правилисене пăхăнма та вӗрентӗç. Занятисен темисем хушшинче фейксемпе дипфейксене уйăрса илме, фишингпа интернет-шулӗксенчен сыхланма вӗрентекеннисем те пур. Кунсăр пуçне вӗренекенсене искусствăлла интеллектăн майӗсемпе те паллаштарӗç.

«Киберуроксене» медиа тата PR облаçӗнчи специалистсем, экспертсем, режиссерсемпе продюссерсем ирттереççӗ. Вӗрентӳ учрежденийӗсем занятисене куçăн та, онлайн та ирттерме пултараççӗ.
Проектăн идейи «Мастерская новых медиа» программăна хутшăннă Геннадий Старуновпа çыхăннă. Вăл ОБЖ учителӗ тата блогер пулнă. СВОран таврăнсан вăл ачасене медиаграмотноçе вӗрентме ӗмӗтленнӗ. Анчах та 2025 çулта Старунов ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă. «Мастерская новых медиа» программăна хутшăнакансем учителӗн ӗçне малалла тăсма шутланă.
Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин.
Нет комментариев