Çăмăл укçа тӗрмене ярать
Çӗнӗ хыпарсем

Çăмăл укçа тӗрмене ярать

Çак кунсенче Ново-Савиново район сучӗ 38-ти Хусан арçынни енӗпе пуçарнă уголовнăй ӗçе пăхса тухнă.

Çăмăл укçа илӗртнипе ултав схемине хутшăнса курьер пулма килӗшнӗ вăл. Ӗçӗ чăнах та чăрт! сурмалăх кăна пулнă-ха: шулӗксем сехрине хăпартнă студентран 3 миллион тенкӗ укçа илсе хайхисене ярса памалла пулнă унăн. Каланă – тунă. Çапла «лайăх ӗçшӗн» 40 пин тенкӗ тӳленӗ ăна. Чăн та, çăмăл ӗç нумая тăсăлман. Халӗ унăн шухăшламалăх вăхăчӗ çителӗклӗ, суд ăна виçӗ çула тӗрмене хупма приговор йышăннă. 


В зале суда #ОсторожноМошенники

Нет комментариев