Çурхи каникул вăхăтӗнче лагерьсенче 20 пине яхăн ача каннă
Тутарстанра 2026 çулхи çурхи сывлăха çирӗплетмелли кампание пӗтӗмлетнӗ. Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, март уйăхӗн 27-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 5-мӗшӗччен 19 747 ача канса сывлăхне çирӗплетнӗ. Кампани шайӗнче ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемьесенче ӳсекен 1 544 ача, çавăн пекех йывăр лару-тăрăва лекнӗ 154 ача каннă.
Ачасем республикăри 24 районти 298 учрежденире, çавăн пекех Марий Элти «Илеть» ача-пăча сывлăхне çирӗплетмелли лагерьте тата Крымри «Сэлэт-Ак Барс» çамрăксен центрӗнче каннă. Каникул тапхăрӗнче вӗсем валли тӗрлӗ программа йӗркеленӗ: пултарулăх мастерскойӗсем, ӳнер тата музыка студийӗсем, спорт секцийӗсем тата наука кружокӗсем. Çакăн пек формат кашнинех кăмăла каякан занятисем суйлама, вăхăта усăллă ирттерме май туса панă.
ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров кампани çӳллӗ шайра иртнине палăртнă. Вăл пӗлтернӗ тăрăх, программăна 47 стационарлă лагерь хутшăннă, унта 6 074 ача каннă, шкул çумӗнчи 251 кăнтăрлахи лагере 13 673 ача çӳренӗ. Унсăр пуçне 109 ача тинӗс хӗррине çитсе курнă. Вӗсем унта март уйăхӗн 28-мӗшӗнчен пуçласа апрель уйăхӗн 4-мӗшӗччен пулнă, Тутарстана апрелӗн 7-мӗш тӗлне таврăннă.
Республикăри «Лето» центр директорӗ Нина Шимина çулталăкӗпех ӗçлекен площадкăсен пӗлтерӗшне палăртнă. Вăл центр тытăмӗнче икӗ лагерь – «Добрый» тата «Мирас-Наследие» – ӗçленине, унта çуркунне 274 ача каннине пӗлтернӗ. Вӗсенче хутшăнакансем валли тӗрлӗ программа хатӗрленӗ: «Мирас-Наследие» лагерьте смена яланхи пекех Тутарстан скаучӗсем хутшăннипе иртнӗ, «Добрый» лагерьте ачасем «Добрый Татарстан» проектпа паллашнă. Вӗсем ача-пăча канăвӗн шайне лайăхлатас ӗçе малалла тăсӗç, каникула усăллă та кăсăк ирттерекен ачасен шутне май килнӗ таран ӳстересшӗн.
Ача-пăча канăвне йӗркелесси тата ачасене пур енлӗн аталантарма майсем туса парасси «Молодежь и дети» наци проекчӗн тӗллевӗсемпе килӗшсе тăрать.
ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев