г. Казань
Ӗнер Хусанти коопераци институтӗнче (Раççей коопераци университечӗн филиалӗ) потребительсен кооперацине аталантарма нумай тăрăшнă, республикăри коопераци вӗрентӗвне никӗсленӗ Рафагат Файзуллович Сафиуллинăн барельефне уçнă.
Потребкооператорсен форумӗн ӗçлӗ программи кăçал тата анлăрах. Хальхинче ун хӳттипе утарçăсен «АпиФорумКазань 2026» форумӗ те иртет. Ун ӗçне Элмет районӗнчи чăваш утарçăсем Юрий Сатыбаловпа Владислав Антиков та хутшăнчӗç.
Çӗнӗ автолавкăсем, сӗт, çăкăр, хуçалăх, стройка таварӗсене турттармалли машинăсем çав кунах республикăри 34 районăн потребительсен обществисене ăсанчӗç.
0