Хусанта Рафгат Сафиуллинăн барельефне уçрӗç
Ӗнер Хусанти коопераци институтӗнче (Раççей коопераци университечӗн филиалӗ) потребительсен кооперацине аталантарма нумай тăрăшнă, республикăри коопераци вӗрентӗвне никӗсленӗ Рафагат Файзуллович Сафиуллинăн барельефне уçнă.
Церемоние ТР Раисӗ Рустам Минниханов, Раççей Центросоюзӗн канашӗн председателӗ Дмитрий Зубов, Раççей коопераци университечӗн ректорӗ Алсу Набиева, Раççей Центросоюзӗн канашӗн председателӗн çумӗ Виталий Бородский тата Центросоюз правленийӗн председателӗ Мария Бекетова, кооператор-ветерансем, Рафгат Сафиуллинăн тăванӗсем килнӗ. Потребительсен кооперацийӗн предприятийӗсемпе организацийӗн халăхсен хушшинчи форумӗн мероприятийӗсенчен пӗри пулчӗ вăл.

«Легендарлă çынччӗ. Республикăн Татпотребкооперацине 22 çул хастар аталантарчӗ. Кунта ак ман ӗçтешсем, Патшалăх Думин депутачӗсемпе республика ертӳçисем те татпотребкооперацийӗн системинче ӗçленӗ. Эпӗ Татпотребсоюзăн воспитанникӗ. Рафгат Файзуллович пирӗн представительччӗ, сăпайлă, питӗ яваплă, пирӗншӗн тӗслӗхчӗ. Вăл ертсе пынă Татпотребсоюз системи чи лайăххисенчен пӗриччӗ. Дмитрий Львович тăрăшнипе потребкоопераци çӗкленсе пырать паян. Форума çӗршыв ертӳçи Владимир Владимир Путин та саламланăшăн тав сире, Дмитрий Львович. Çак форум хӳттинче пирӗн хамăрăн аслă юлташа, наставника Рафгат Сафиуллина çапла паллă тума пултаратăмăр. Республикăра коопераци вӗрентӗвӗн системине йӗркеленӗрен мемориал хăми кунта халӗ. Рафгат Файзулловича эпир пурте асра тытăпăр. Мӗншӗн тесен тӳрӗ кăмăллă, çирӗп ыйтакан ертӳçӗн тӗслӗхӗ вăл», – паллă кооператора ăшшăн аса илнӗ Рустам Нургалиевич барельефа уçнă май.
Тутарстан, СССР коопераци юхăмӗн аталанăвӗнче Рафгат Сафиуллинăн тӳпи пысăккине Раççей Центросоюзӗн канашӗн председателӗ Дмитрий Зубов та палăртнă. «Коопераци институчӗсем вăл кам пулнине, унпа пӗрле ытти ветерансене те, пӗлӗç халӗ. Мӗншӗн тесен пире çамрăксем ылмаштармалла. Вӗсем вара пирӗн çав тери лайăх», – тенӗ.
(Сăнӳкерчӗксем ТР Раисӗн пресс-службин).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев