Тутарстан Потребительсен кооперацийӗн организацийӗсене парне – çӗнӗ автопаркпа рефрижиратор
Çӗнӗ автолавкăсем, сӗт, çăкăр, хуçалăх, стройка таварӗсене турттармалли машинăсем çав кунах республикăри 34 районăн потребительсен обществисене ăсанчӗç.
Июлӗн 8-10-мӗшӗсенче «Хусан Экспо» курав центрӗнче иртекен «Агро-Волга», Потребительсен кооперацийӗн предприятийӗсемпе организацийӗсен халăхсем хушшинчи форумӗсене тата «Дрон Экспо» курава 30 ытла çӗршывпа Раççейри 74 регионăн представителӗсем килсе çитрӗç. Кулленхи пурнăçпа çыхăннă чи кирлӗ сферăсем вӗсем, апла пӗр-пӗринчен вӗренмелли, курмалли, пӗрле сӳтсе явмалли нумай. Шăп кунта йӗркеленеççӗ те туслă ӗçлӗ çыхăнусем.
Мероприяти Потребкооператорсен форумӗн площадкинче савăнăçлă пулăмпа пуçланчӗ. Тутарстан Потребительсен кооперацийӗн организацийӗсене ТР Раисӗ Р.Минниханов хаваслă лару-тăрура 39 ятарлă транспортăн уçиссене парса çав тери пысăк парне турӗ. Республика ертӳçи Татпотребсоюзăн 110 çулхи юбилейӗ тӗлне кооператорсем валли сюрприз та хатӗрленӗ. Вăл – «КАМАЗ Компас» никӗсӗнчи ятарлă рефрижиратор.
Раççей кооператорӗсене юбилейпе РФ Центросоюз председателӗ Дмитрий Зубов та ăшшăн саламларӗ. Пӗрремӗш кунхинех Тутарстан Правительстви, РФ Центросоюзпа Татпотребсоюз 2026 – 2030 çулсенче пӗрле ӗçлесси пирки виçӗ енлӗ килӗшӗве алă пусрӗç.
Аса илтеретпӗр, форума Раççей потребительсен кооперацийӗ йӗркеленнӗренпе – 195, Тутарстан потребсоюзӗ 110 çул тултарнине халалланă. Кашни кооператив организацине хумхантаракан логистикăпа хаксем йӗркелессинче закона пăсмасăр искусствăлла интеллекпа мӗнле усă курасси, суту-илӳ оборудованийӗсене инвестор шучӗпе çӗнетесси, КООП ОКОЛО проекта хутшăнасси пек ыйтусене çавра сӗтелте сӳтсе яврӗç.
Отраслӗн кадрсен потенциалӗ, инновацилле идейи – çамрăксенче. Форума хальхинче «Молодежь кооперации: объединяя ресурсы для развития отрасли» темăпа ирттернӗрен унта Раççейри 30 кооперативлă аслă шкулпа техникумсенче вӗренекен 1500 судент килнӗ. «Кооперативный стартап на 1000 000 рублей» Пӗтӗм Раççей конкурсне те пӗтӗмлетрӗç кунта. Ăна Раççей потребкооперацийӗнчи çамрăк предпринимательсене, вӗсен çӗнӗлле шухăшӗсене тӗрев парас тӗллевпе йӗркелеççӗ. Финала пӗтӗмпе 12 ӗç тухнă
çав кунах республикăри 34 районăн потребительсен обществисене ăсанчӗç. Республика ертӳçи Татпотребсоюзăн 110 çулхи юбилейӗ тӗлне кооператорсем валли сюрприз та хатӗрленӗ. Вăл – «КАМАЗ Компас» никӗсӗнчи ятарлă рефрижиратор. Раççей кооператорӗсене юбилейпе РФ Центросоюз председателӗ Дмитрий Зубов та ăшшăн саламларӗ. Пӗрремӗш кунхинех Тутарстан Правительстви, РФ Центросоюзпа Татпотребсоюз 2026 – 2030 çулсенче пӗрле ӗçлесси пирки виçӗ енлӗ килӗшӗве алă пусрӗç.
Аса илтеретпӗр, форума Раççей потребительсен кооперацийӗ йӗркеленнӗренпе – 195, Тутарстан потребсоюзӗ 110 çул тултарнине халалланă. Кашни кооператив организацине хумхантаракан логистикăпа хаксем йӗркелессинче закона пăсмасăр искусствăлла интеллекпа мӗнле усă курасси, суту-илӳ оборудованийӗсене инвестор шучӗпе çӗнетесси, КООП ОКОЛО проекта хутшăнасси пек ыйтусене çавра сӗтелте сӳтсе яврӗç.
Отраслӗн кадрсен потенциалӗ, инновацилле идейи – çамрăксенче. Форума хальхинче «Молодежь кооперации: объединяя ресурсы для развития отрасли» темăпа ирттернӗрен унта Раççейри 30 кооперативлă аслă шкулпа техникумсенче вӗренекен 1500 судент килнӗ. «Кооперативный стартап на 1000 000 рублей» Пӗтӗм Раççей конкурсне те пӗтӗмлетрӗç кунта. Ăна Раççей потребкооперацийӗнче çамрăк предпринимательсене, вӗсен çӗнӗлле шухăшӗсене тӗрев парас тӗллевпе йӗркелеççӗ. Финала пӗтӗмпе 12 ӗç тухнă.
Сăнӳкерчӗк ТР Раисӗн пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев