Халăхсем хушшинчи форумра чăваш утарçăсем
Потребкооператорсен форумӗн ӗçлӗ программи кăçал тата анлăрах. Хальхинче ун хӳттипе утарçăсен «АпиФорумКазань 2026» форумӗ те иртет. Ун ӗçне Элмет районӗнчи чăваш утарçăсем Юрий Сатыбаловпа Владислав Антиков та хутшăнчӗç.
«АпиФорумКазань 2026» форум – пыл, вӗлле хурчӗн ытти продукчӗсене туса илекенсем, оборудованисемпе технологисен поставщикӗсем, наука сообществи тата власть органӗсем валли отраслӗн актуаллă ыйтăвӗсене сӳтсе явмалли площадка. Форум ӗçне чăваш утарçăсем те хутшăнни питӗ савăнтарать. Элмет районӗнчи Юрий Сатыбаловпа Владислав Антиков утарçăсене эпир форумра тӗл пултăмăр.
Çакнашкал форумсене вӗсем ыттисен опычӗпе паллашма ятарласа килеççӗ. Владислав Антиков утарçă кăна мар, йывăçпа ӗçлекен маçтăр та иккен, вӗллесем ăсталанисӗр пуçне йывăçран тӗрлӗ чӗрчун кӗлеткисене касса кăларать. Хальхинче те унăн уписемпе тăманисем, ытти чӗрчунӗсем форума хăйне май илем кӳчӗç.

Патраклă ялӗнче пурăнакан Юрий Сатыбалов вара нумай çул Çурçӗрти Лангепас хулинчи нефть компанийӗсенчен пӗрин ертӳçинче ӗçленӗскер, тивӗçлӗ канăва тухса тăван Патраклă ялне таврăнсан утарçă ӗçне пуçăннă. Хăй вăхăтӗнче Лубяны вăрман хуçалăхӗн техникумӗнче (Юрий Ульдиярович каярах Йошкар-Олари вăрман хуçалăхӗн институтне те пӗтернӗ. – Авт.) пӗрле вӗреннӗ юлташӗ вӗлле парнеленинчен пуçланнă ку. Хăй те туяннă, çапла çичӗ пуç вӗллерен тытăннă вăл.
Вӗлле хурчӗсене хăй пӗлнӗ пек мар, наука хушнă пек пăхас шутпах Тутар агробизнесӗн кадрсем хатӗрлекен институчӗн «Повышение эффективности развития пчеловодства» программине хутшăнса утарçă зоотехника вӗренсе тухнă. «Тутарстан утарçисем» регионти обществăлла организацире тăрать халӗ. Утарне документпах регистрациленӗ вăл, вӗлле хурчӗсене ветеринари служби, пылне лаборатори тӗрӗслет. Çавăнпа ун утарӗнчи пыл сертификатлă, апла паха. Бизнесран ытларах чун киленӗвӗ пулсан та хăйӗн «Сатыбал» брендне туса хунă вăл.
Ыркăмăллăх ӗçне те илсе пырать утарçă. Тӗслӗхрен, юлашки 3-4 çул августăн 14-мӗшӗнче Патраклă ял ачисене пухса çӗнӗ пылпа хăналассине, пыла чиркӗве кайса светить тутарассине тата ялти чи аслă çынран, чăваш тӗнӗпе пурăнакан 103 çулпа пыракан Унеслу Сатыбаловаран пехиллеттерессине йăлана кӗртнӗ. Юрий Ульдиярович СВО зонинчи салтаксене те пыл парса пулăшать.
Элмет – паха пыл туса илмелли лайăх район. Кунти вăрмансен 40 проценчӗ çăкалăх. Çавна кура Юрий Ульдиярович çулталăкра темиçе тӗрлӗ (чечек, хуратул, çăка пылӗ) туса илет. Сăмах май, пыла вăл çулталăкра пӗр хутчен кăна, август уйăхӗнче ӗлкӗрсе çитсен, уçлать. Республикăри, Ӗпхӳ, Серпухово, Ульяновск хулисенчи тата Дагестанри утарçăсен çакăн пек форумӗсене хастар хутшăнать вăл. Хăй каланă тăрăх, вӗсем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма кирлӗ. Çапла майпа вӗренсе çӗнӗ професси илмешкӗн нихăçан та кая маррине тата республикăра кун валли мӗнпур майсем пуррине хăй тӗслӗхӗпе çирӗплет Юрий Ульдиярович Сатыбалов.

Çӗпрел районӗнчи Тутар Тăваньелӗнчи Марат Исхаковăн та (хăй тутар пулсан та чăвашла тап-таса калаçать) форумра кăтартмалли çӗнӗлӗхӗ пур. Хăй утарӗнче апидомиксем (вӗллесем çинче çывăрмалли пӗчӗк çуртсем) лартнă вăл. Апитерапипе, вӗлле хурчӗн продукчӗсемпе çынсене сиплет.
Автор тата Ю.Сатыбалов сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев