News by tag - камаз-мастер
-
Дмитрий Никитин: «Китаецсене тӗлӗнтертӗмӗр»
Тунтикун икӗ эрне ытлана тăсăлнă Халăхсен хушшинчи чи пысăк ралли-рейдсенчен пӗри – «Такла-Макан» – вӗçленчӗ. Июнӗн 1-мӗшӗнче ӗç кунӗ пуçланичченех Китайран ырă хыпар çитрӗ. «КАМАЗ-мастер» командăн унта хутшăннă 502-мӗш экипажӗн штурманӗ, Çырчалли чăвашӗ Дмитрий Никитин çыхăнăва тухса: «Пирӗн икӗ экипаж та финишра! Çӗнтертӗмӗр!» – тесе пӗлтерчӗ. Мӗнле савăнмăн ентешӗмӗрсемшӗн?! Пысăк çитӗнӳ ку.
-
«КАМАЗ-мастер» малта!
«КАМАЗ-мастер» команда чи вăйли пулнине «Урал рубеж» ăмăртура тепӗр хут ӗнентерчӗ. Финиша чăн малтан Богдан Каримов ушкăнӗ, штурманӗ хамăр ентеш, чăваш каччи Дмитрий Никитин, çитнӗ.
-
«КАМАЗ-мастерăн» Хӗл Мучийӗ те чăваш!
Кулленхи пурнăçра вăл инженер, раллисенче – штурман, праçникре вара – чăн-чăн Хӗл Мучи!
-
«КАМАЗ-мастер» хальхинче те малта
Иртнӗ эрнекун, июлӗн 27-мӗшӗнче, Астраханьте старт илнӗ «Пурçăн çул – 2018» халăхсен хушшинчи ралли Мускаври Хӗрлӗ тӳремре вӗçленчӗ. Грузовиксен ушкăнӗнче малтанхи вырăнсене каллех Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда спортсменӗсем йышăннине савăнса пӗлтеретпӗр.