«КАМАЗ-мастер» малта!
«КАМАЗ-мастер» команда чи вăйли пулнине «Урал рубеж» ăмăртура тепӗр хут ӗнентерчӗ. Финиша чăн малтан Богдан Каримов ушкăнӗ, штурманӗ хамăр ентеш, чăваш каччи Дмитрий Никитин, çитнӗ.
Трассăна пурӗ 6 сехет те 53 минут та 22 çеккунтра иртнӗ вӗсем. Эдуард Николаев ертсе пыракан хамăрăн тепӗр ушкăн финиша вӗсенчен 23 минут та 12 çеккунта кăна юлса. Виççӗмӗш вырăн та тутарстансенех, кӗмӗл медале Алмаз Ахмедов ушкăнӗ çӗнсе илнӗ.
Саламлатпăр!
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев