Дмитрий Никитин: «Китаецсене тӗлӗнтертӗмӗр»
Тунтикун икӗ эрне ытлана тăсăлнă Халăхсен хушшинчи чи пысăк ралли-рейдсенчен пӗри – «Такла-Макан» – вӗçленчӗ. Июнӗн 1-мӗшӗнче ӗç кунӗ пуçланичченех Китайран ырă хыпар çитрӗ. «КАМАЗ-мастер» командăн унта хутшăннă 502-мӗш экипажӗн штурманӗ, Çырчалли чăвашӗ Дмитрий Никитин çыхăнăва тухса: «Пирӗн икӗ экипаж та финишра! Çӗнтертӗмӗр!» – тесе пӗлтерчӗ. Мӗнле савăнмăн ентешӗмӗрсемшӗн?! Пысăк çитӗнӳ ку.
«КАМАЗ-мастер» команда Азири çак чи пысăк раллие хăйӗн историйӗнче пуçласа хутшăнчӗ. Ертӳçӗсем ку хутӗнче çамрăк пилотсем çине пусăм тунă: Китайри ăмăртăва Богдан Каримовпа (штурманӗ Дмитрий Никитин, механикӗ Ильгиз Ахметзянов) Алмаз Ахмедов (штурманӗ Иван Мальков, механикӗ Антон Шибалов) çамрăк пилотсем кайрӗç.
16 куна тăсăлнă ăмăртура спортсменсене çăмăл пулмарӗ. Пӗтӗмӗшле илсен вӗсен машинăна çăтса кӗртекен хăйăрлă пушхирсене, шурлăхсене, чăнкă тусене, чуллă çулсемпе çырма-çатрасене, хăйăрлă тăвăлсене парăнтарса 40 градуса яхăн шăрăх çанталăкра 3500 километра хыçа хăварма тиврӗ. Анчах Çырчалли спортсменӗсене кунпа хăратайăн-и? Паллах, çук. Темле йывăрлăха та пӗрле çӗнтерме хăнăхнă вӗсем. Акă Китайри раллире те «КАМАЗ-мастерăн» икӗ экипажӗ те подиум çине хăпарма тивӗç пулчӗ: Богдан Каримов (502-мӗш) – 1-мӗш вырăн йышăнчӗ (47:01:55 вăхăтпа), Алмаз Ахмедов – 2-мӗш (+4:54:47). 3-мӗш вырăнта та Раççей спортсменӗ – Челябинскри «Урал Моторспорт» командăри Юрий Найман (+81:30:58).
«Такла-Макан» раллинчи грузовиксенчен пурӗ 9 экипаж старта тухнăччӗ-тӗк, ăмăртăвăн 9-мӗш кунӗ тӗлне çак пъедестал çине хăпарма тивӗçнӗ виçӗ экипаж кăна юлчӗ. Ыттисем, техника ваннипе малалла каяйманран, ăмăртуран тухса ӳкрӗç.
Пӗри паллă: Тутарстанра туса кăларакан «КАМАЗсем» темле йывăрлăха та чăтаяççӗ, темле çулпа та çӳрееççӗ. Паллах, спортсменсен ăсталăхӗнчен, пултарулăхӗнчен те нумай килет. «КАМАЗ-мастер» вара, «Суварта» та пӗрре мар çырнă кун пирки, командăпа ӗçлеме хăнăхнă. Çырчалли спортсменӗсем ралли-марафонсенче çав вăхăтрах пӗр-пӗринпе ăмăртсан та, кам-тăр йывăрлăха лексен нихăçан та пăрахса хăвармаççӗ, пӗр-пӗрне пулăшаççӗ. Çакă вӗсене çӗнтерме пулăшать те. Ку хутӗнче те çаплах пулчӗ – экипажсем пӗр-пӗрне пулăшса пычӗç.
Китайра та Аксу пур
Тунтикун Китайри Аксу хулинче «Такла-Макан» ралли-марафон вӗçленсенех эпир Дмитрий Никитинпа çыхăнтăмăр, çӗнтерӳпе саламласа ăмăрту пирки тӗплӗнрех каласа пама ыйтрăмăр. Чи малтан таçта та пулса курнă спортсменсене Китайра еплерех йышăнни интереслентерчӗ пире.
– Малтан пире сиввӗнрех йышăнни уççăнах сисӗнчӗ. Ăмăрту уçăлнă кун Китай спортсменӗсен хутшăнакансемпе пӗрле сăн ӳкерӗнес йăла пур иккен. Çакăн пирки пире вăхăтра пӗлтерменнипе эпир каярах юлса пытăмăр. Китаецсем хăйсем çакăншăн питӗ кăмăлсăр пулнине пытармарӗç. Анчах пӗр-икӗ кунран лару-тăру улшăнчӗ: хамăр мӗн пултарнине кăтартнă хыççăн вӗсем пирӗнпе хăйсем малтан сывлăх сунма, кашни ир ăнăçу сунма пуçларӗç. Китаецсем анлăн усă куракан ВиЧат мессенджерти сториссенчен çурри ытларахăшне пирӗн машинăсене халалланăччӗ. Ăмăрту пуçларӗç вӗсем – кам «КАМАЗ» автомобильсемпе интереслӗрех видео ӳкереет. Кунсерен пирӗнпе сăн ӳкерӗнес, автограф илес текенсем йышланса кăна пычӗç, – каласа парать Дмитрий.
Ăмăртăвăн хăйнеевӗрлӗхӗсем пирки ыйтсан йӗркелекенсенчен кирлӗ информацие ыйтса пӗлме çăмăл пулманнине палăртрӗ. Китаецсен хушшинче вырăсла, çаплах акăлчанла та, пӗлекенсем сахал-мӗн. Анчах пирӗннисем аптраканнисем мар, китайла ăнланма та майне тупнă. Тепӗр çӗнӗлӗх Çырчалли спортсменӗсемшӗн Китайри раллире кашни ятарлă участок иртмессерен çав кунхи çӗнтерӳçӗсене чыслани пулнă. Ăмăрту 13 тапхăртан тăнă, Богдан Каримов экипажӗ 9-шӗнче çӗнтерӳçӗ пулнă – 9 медальпе кепка панă вӗсене куншăн.
Йывăрлăхсенчен Дмитрий çанталăк питӗ шăрăх тăнипе – 35 градус ытла – йывăр пулнине асăнчӗ. Хупă кабинăра питӗ шăрăх, кондиционер та чăтаймасть, ӗçлеме пăрахать. Спортсменсен çийӗнче вара термобелье, комбинезон, пуçӗсенче шлем... Вӗри сывлăша чăтма питӗ кăткăс, шыв ӗçни кăна кӗске вăхăта пулăшать. «Китайра грузовиксен ăмăртăвне ирттересси аталанман. Вӗсен экипажӗсем шлемсăр, перчеткесӗр, футболкăпа кăна ларса пыраççӗ. Эпир вара пӗтӗм правилăсене пăхăнса хутшăнатпăр. Çавăнпах пуль пире курсан вӗсем çăварӗсене карса пăрахрӗç темелле. Вӗсем финиша çитейменнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар эппин. Пысăк хăвăртлăхлă ăмăртура тем те пулма пултарать. Шел те, ку ралли-марафон инкексӗр иртмерӗ: Китай спортсменӗсен пӗр экипажӗ машинипе çаврăнса ӳксен пилота çăлса хăварайман», – каласа парать Д.Никитин.
Китайри Аксу хулинчен ентешӗмӗр ятарласа «Сувар» вулаканӗсем валли видео та ӳкерсе ячӗ ăмăртăвăн юлашки кунӗсенче. Ăна хаçатăн социаллă сечӗсемпе мессенджерӗсенче курма пулать.
Китайра иртнӗ раллие хутшăнса «КАМАЗ-мастер» черетлӗ хут хамăр техника çирӗплӗхне, пирӗн спортсменсем питӗ пултаруллă пулнине, командăпа ӗçлени пысăк çитӗнӳсем тума пулăшнине кăтартса пачӗ.
«КАМАЗ-мастер» командăн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев