«КАМАЗ-мастер» хальхинче те малта
Иртнӗ эрнекун, июлӗн 27-мӗшӗнче, Астраханьте старт илнӗ «Пурçăн çул – 2018» халăхсен хушшинчи ралли Мускаври Хӗрлӗ тӳремре вӗçленчӗ. Грузовиксен ушкăнӗнче малтанхи вырăнсене каллех Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда спортсменӗсем йышăннине савăнса пӗлтеретпӗр.
Иртнӗ эрнекун, июлӗн 27-мӗшӗнче, Астраханьте старт илнӗ «Пурçăн çул – 2018» халăхсен хушшинчи ралли Мускаври Хӗрлӗ тӳремре вӗçленчӗ. Грузовиксен ушкăнӗнче малтанхи вырăнсене каллех Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда спортсменӗсем йышăннине савăнса пӗлтеретпӗр. Аманнине пула çулталăк чупусене хутшăнман Андрей Каргинов хăйӗн экипажӗпе 1-мӗш вырăн йышăнчӗ. «Пурçăн çул» çӗнтерӳçин символне – ылтăн тигра – вăл вăйлă ăмăрту кăтартса тивӗçлипе çӗнсе илчӗ. 2-мӗш вырăнта Айрат Мардеев экипажӗ, 3-мӗш – Антон Шибалов.
Сергей Савостин – «КАМАЗ-мастерăн» «Пурçăн çул – 2018» раллири ертӳçи:
«Чи малтан хамăрăн техникăна хатӗрлеме пулăшнă партнерсене, болельщиксене тав тăвас килет. Ралли вăхăтӗнче командăн ӗç нумай пулчӗ – кăнтăрла та, çӗрле те. Экипажсем хăйсен пур вăйӗпе усă курчӗç, сервис ушкăнӗ те пысăк ӗç турӗ. Çак чупура пирӗншӗн нумай ыйту уçăмланчӗ: мӗн-тӗр ӗçлесе çитермелле пулать, халӗ пур вăйпа «Дакара» хатӗрленме пуçлатпăр».
Андрей Каргинов –309-мӗш экипаж пилочӗ:
«Çӗнтерме май килнӗшӗн чунтан савăнатпăр. Çулталăк хушши ăмăртусене хутшăнаймарăм, юлташсем çине айккинчен пăхса ларма çав тери йывăр. Эп чунпа спортсмен, çавăнпа та часрах руль умне ларас килетчӗ. Пирӗн экипаж 2014 çулта «Дакарта», 2017 çулта «Африка Эко Рейсра» çӗнтернӗччӗ, халӗ ак пуçласа «Пурçăн çулта» чи мала тухрăмăр».
Айрат Мардеев – 303-мӗш экипаж пилочӗ:
«Пирӗн тӗп тӗллев – тухса каяс умӗн тин пуçтарса пӗтернӗ çӗнӗ автомобиле тӗрӗслесе пăхассиччӗ. Çак чупу çитменлӗхсене палăртрӗ. Шел те, техника енчен йывăрлăхсем пулнăран пӗрремӗш вырăншăн тупăшма май пулмарӗ. Конкурентсем пурте вăйлисем. Андрейшӗн чӗререн савăнтăмăр, çулталăк тăхтав тунă хыççăн халăхсен хушшинчи раллире çӗнтерни уншăн пысăк пӗлтерӗшлӗ».
Антон Шибалов – 306-мӗш экипаж пилочӗ:
«Йӗркелӳçӗсем интереслӗ, кăткăс трассăсем суйлама тăрăшнă. Чупу çичӗ куна кăна тăсăлчӗ пулин те, маршрут марафонтинчен кая пулмарӗ. Малтанах пирӗн экипажăн тӗллевӗ ыттисене техника енчен тӗрев парассиччӗ. Кайран лару-тăру улшăнчӗ те пире пултарнă таран ăмăртма ирӗк пачӗç».
«КАМАЗ-мастер» «Пурçăн çула» кăçал пурӗ ултă экипажпа хутшăнчӗ. Малтанхи виçӗ вырăн çеç мар, вӗсем хыççăнхи тата икӗ вырăнӗ те хамăрăнах пулнине палăртса хăвармалла. Сергей Куприянов экипажӗ финиша тăваттăмӗш, Эдуард Николаев пиллӗкмӗш çитрӗç. Дмитрий Сотникова çеç ăнмарӗ хальхинче. Пилӗк тапхăр малтисен ретӗнче пынăскер, 6-мӗш тапхăрта передачăсен коробки пăрахăçа тухнипе çав кун малалла ăмăртаймарӗ вăл. Тепӗр куна маншинăна юсаса çитерчӗç пулсан та, çухатнă вăхăта пула малта пыракансене пӗтӗмӗшле зачетра хуса çитеймерӗ.
Çапла вара, халăхсен хушшинчи черетлӗ раллире тутарстансен машинисем каллех чи вăйлисен, шанчăклисен, Çырчалли спортсменӗсем вара чи тӳсӗмлисен, пултаруллисен ятне сыхласа хăварчӗç. Сăмах май, йăхташăмăр, «Сувар» вулаканӗсем аван пӗлекен Çырчалли чăвашӗ Дмитрий Никитин хальхинче Антон Шибалов экипажӗнче штурман пулса ăмăртрӗ. Халăхсен хушшинчи раллире 3-мӗш вырăн йышăннă ятпа ентешӗмӗре эпир те саламлатпăр. (Д.Никитинăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев