News by tag - #КурбанБайрам
-
Мăсăльмансем паян Курбан-байрам уявне паллă тăваççӗ
Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов уяв ячӗпе саламланă.
-
Тутарстанра Курбан-байрама хатӗрленме пуçланă
Тепӗр виçӗ эрнерен республикăра пурăнакан мăсăльмансем ислам календарӗн тӗп уявӗсенчен пӗрне – Курбан-байрама паллă тăвӗç. 2026 çулта уяв май уйăхӗн 27-мӗшне лекет. Çавна май Тутарстан Республикинчи Мăсăльмансен тӗн управленийӗ журналистсемпе тӗл пулса датăсене, нисаб (закят тӳлемелли пуянлăхăн е пурлăхăн чи пӗчӗк шайне) виçине тата чӳклев йăлисене пӗлтерчӗç.
-
Ураза-байрам тата Курбан-байрам кунӗсене ҫирӗплетнӗ
ТР Раисӗ Рустам Минниханов мӑсӑльмансен Ураза-байрам тата Курбан-байрам уявӗсене ирттермелли датӑсене ҫирӗплетнӗ. Республика ертӳҫи тивӗҫлӗ указа алӑ пуснӑ.
-
Мăсăльмансем паян Курбан-байрам паллă тăваççӗ
Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов уяв ячӗпе саламлани.
-
Çитес уйăхра 12 кун канăпăр
Июнь уйăхӗнче Тутарстанра пурăнакансене икӗ кӗске ӗç эрни кӗтет. Ку июнь уйăхӗнче Раççей кунне паллă тунипе тата республикăра Курбан-байрам уяв кунӗ пулнипе çыхăннă.