Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра Курбан-байрама хатӗрленме пуçланă

Тепӗр виçӗ эрнерен республикăра пурăнакан мăсăльмансем ислам календарӗн тӗп уявӗсенчен пӗрне – Курбан-байрама паллă тăвӗç. 2026 çулта уяв май уйăхӗн 27-мӗшне лекет. Çавна май Тутарстан Республикинчи Мăсăльмансен тӗн управленийӗ журналистсемпе тӗл пулса датăсене, нисаб (закят тӳлемелли пуянлăхăн е пурлăхăн чи пӗчӗк шайне) виçине тата чӳклев йăлисене пӗлтерчӗç.

Тутарстан мечӗтӗсенче уяв намазӗ (гает) майăн 27-мӗшӗнче 03:45 сехетре пулать. Хусанти тӗп мечӗтсенче кӗлӗ çакăн пек расписанипе иртет:

  • Ирхи намаз тата Корана вулани 02.15 сехетрен пуçласа 03.15 сехетчен;
  • Проповедь (вагаз) 03.15 сехетрен пуçласа 03.45 сехетчен;
  • Гает-намаз 03.45 сехетре;
  • Хутбу араб чӗлхипе тата дуа 03.55 сехетре.

Намаз хыççăн чӳклев пуçланать, ăна виçӗ кун хушшинче – майăн 27, 28 тата 29-мӗшӗсенче (Зуль-хиджа уйăхӗн 10, 11 тата 12-мӗшӗсенче) ирттерӗç. Хусанта аш-какай комбиначӗсемпе ятарлă цехсем майăн 29-мӗшӗччен 20.13 сехетчен ӗçлӗç, çакă хӗвел аннипе пӗр килет.

Тутарстан Республикинчи Мăсăльмансен тӗн управленийӗн Казыевсен тата Улемсен канашӗсем пӗр саслăн курбан нисабӗн чи пӗчӗк суммине  çирӗплетнӗ. 2026 çулта ку сумма 595 грамм кӗмӗл хакӗпе – 100 000 тенкӗпе танлашать. Мăсăльманăн мӗнпур парăма тата кирлӗ тăкаксене саплаштарнă хыççăн 100 000 тенкӗ е ытларах юлать пулсан, вăл курбан тума тивӗç. Танлаштарма, нисаб закят кăçал 55 000 тенкӗпе танлашать, ку 85 грамм ылтăн хакӗ.

Чӳк выльăхне виçӗ пая уйăрмалла: пӗр пайне çемье валли хăвармалла, иккӗмӗш пайне тăвансемпе туссене валеçмелле, виççӗмӗшне – нушаллă çынсене памалла. Çемьене аш кирлӗ мар пулсан ăна пӗтӗмпех парнелеме пулать.

«Курбан–фест» тата ытти мероприяти

Курбан-байрам вăл тӗн ритуалӗ кăна мар, çемье уявӗ те. Тутарстан хулисемпе районӗсенчи уçă площадкăсенче, парксенче тата мечӗтсем патӗнче массăллă мероприятисем йӗркелеççӗ.

Уявăн тӗп пулăмӗ Хусанта «Курбан-фест» çемье фестивалӗ пулӗ, вăл майăн 27-мӗшӗнче 13:00 сехетрен пуçласа 17:00 сехетчен «Елмай» ача-пăча паркӗнче иртет. Фестиваль программинче – концертсем, ачасем валли аттракционсем, эстафетăсем тата конкурссем, истори реконструкцийӗн элеменчӗллӗ урам театрӗ, мастер-классем, ярмăркка тата фуд-корт. Курма килекен хăнасене пловпа, икерчӗпе, пылак çимӗçпе тата чейпе сăйлӗç. Мероприятие пурте çитсе курма пултараççӗ.

Курбан-байрам хадж йăли-йӗркипе – Меккăна кайса килнипе тачă çыхăннă. Тутарстанри паломниксен пӗрремӗш ушкăнӗ майăн 16-мӗшӗнче хаджа каять. Кашни ушкăнра опытлă ертӳçӗсемпе врач пулать. Кăçал Сăваплă вырăнсене Тутарстанран темиçе çӗр мăсăльман çитсе курасшăн.

Тутарстан муфтийӗн çумӗ, Равиль хазрат Зуферов, ӗненекенсене сертификатлă фермăсенче е официаллă точкăсем урлă чӳк выльăхӗсем туянма ыйтнă. Вăл çавăн пекех чӳклев ирттернӗ чухне санитари нормисене пăхăнмаллине тата уявăн тӗп тӗллевӗ –  ыттисене ыркăмăллăхпа пулăшасси – çинчен аса илтернӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #КурбанБайрам мусульмане Татарстана