Çитес уйăхра 12 кун канăпăр
Çӗнӗ хыпарсем

Çитес уйăхра 12 кун канăпăр

Июнь уйăхӗнче Тутарстанра пурăнакансене икӗ кӗске ӗç эрни кӗтет. Ку июнь уйăхӗнче Раççей кунне паллă тунипе тата республикăра Курбан-байрам уяв кунӗ пулнипе çыхăннă.

Эрнекун, июнӗн 6-мӗшӗнче, мăсăльмансен Курбан-байрам праçникӗ пулать. Çак кун каннăран вăрăм канмалли кунсем – июнӗн 6-мӗшӗнчен пуçласа 8-мӗшӗччен пулаççӗ.

Уйăхăн иккӗмӗш эрни те кӗске пулӗ, виçӗ кун çеç ӗçлӗпӗр. Июнӗн 12-мӗшӗнче Раççей кунне паллă тунăран канăпăр. Кунсăр пуçне республикăра пурăнакансем июнь уйăхӗн 13-мӗшӗнче те канаççӗ, ку куна мартăн 8-мӗшӗнчен куçарнă. Çавна май июнь уйăхӗнче иккӗмӗш вăрăм канмалли кунсем июнӗн 12-мӗшӗнчен пуçласа 15-мӗшӗччен тăсăлаççӗ.


выходные отдых в июне #Татарстан #Праздники #Отдых2025 #КурбанБайрам #ДеньРоссии

Нет комментариев