Ураза-байрам тата Курбан-байрам кунӗсене ҫирӗплетнӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Ураза-байрам тата Курбан-байрам кунӗсене ҫирӗплетнӗ

ТР Раисӗ Рустам Минниханов мӑсӑльмансен Ураза-байрам тата Курбан-байрам уявӗсене ирттермелли датӑсене ҫирӗплетнӗ. Республика ертӳҫи тивӗҫлӗ указа алӑ пуснӑ.

Документпа килӗшӳллӗн  мӑсӑльмансен Ураза-байрама мартӑн 20-мӗшӗнче, Курбан-байрама майӑн 27-мӗшӗнче паллӑ тӑвӗҫ.

Икӗ уяв та ӗҫ кунӗ тӗлне лӗкеҫҫӗ, республикӑра пурӑнакансем ҫак кунсенче  ӗҫлемеҫҫӗ.

Маларах Ураза-байрама тата Курбан-байрама уявламалли кунсене ТР Мӑсӑльмансен тӗн управленийӗ палӑртнӑ.


#КурбанБайрам Уразабайрам

Нет комментариев