News by tag - Пасха
-
Мăнкун
Çăмарта саррине шурринчен уйăрса илсе сахăр песокӗпе шурă тӗс çапиччен пăтраштармалла. Ун çине шӗвӗ хăйма (10 процентлă сливки) хушмалла.
-
Тăпăрчлă кулич
Çăмартана 1 стакан сахăр песокӗпе пăтраштармалла, унтан ирӗлтернӗ услам çу хушмалла. Тăпăрч тата пӗр чӗптӗм тăвар хушса пăтраштармалла. Чуста кăпăшкарах пултăр тесе тăпăрча ала витӗр кăлармалла.
-
Авраамран аслă халăх тухассине пӗлтернӗ
Паян эпир, православи тӗнӗпе пурăнакансем, чи пысăк праçнике кӗтсе илетпӗр – Аслă Мăнкуна. Кăçал вăл апрелӗн 20-мӗшӗ тӗлне килчӗ. Типӗ тытакансемшӗн эрне пушшех яваплă иртрӗ. Эрнери кашни кун Иисус Христосăн çӗр çинчи юлашки тарăн хурлăхпа тулнă кунӗсемпе çыхăннă. Чиркӳри кӗлӗсем уйрăмах мăнаçлă та аслă иртеççӗ, вăхăчӗпе те вăрăмрах вӗсем. Литургисенче Евангелин мӗнпур тăватă кӗнекине те вулаççӗ.
-
Гурьевски епископӗ тата Кемерово епархийӗн викарийӗ Игнатий Мăнкун ячӗпе саламлани
Хисеплӗ тăванăмсем, чăвашсем, сире пурсăра та Мăнкунпа, Иисус Христос чӗрӗлсе тăнипе саламлатăп. Турă пилӗ сирӗнпе пултăр.