Сувар

г. Казань

16+
Тӗпелте

Тăпăрчлă кулич

Çăмартана 1 стакан сахăр песокӗпе пăтраштармалла, унтан ирӗлтернӗ услам çу хушмалла. Тăпăрч тата пӗр чӗптӗм тăвар хушса пăтраштармалла. Чуста кăпăшкарах пултăр тесе тăпăрча ала витӗр кăлармалла.

Алланă çăнăх çине  разрыхлитель хушса икӗ хутăшран чуста хатӗрлемелле. Чи кайран иçӗм çырли, цукат, мăйăр хушмалла. Хатӗр чустана ятарлă формăсем çине хурса 180 градус таран ăшăтнă духовкăна лартмалла. Формине кура вӗсене 10 минутран пуçласа 1 сехетчен пӗçермелле. Пиçнӗ кулича çиелтен глазурьпа (сахăрпа лайăх кăпăшкалантарнă çăмарта шурри çине кăштах лимон сӗткенӗ хушмалла) сӗрмелле, хăвăра кирлӗ пек илемлетмелле.  

2 стакан çăнăх, 1,5 стакан тăпăрч, 1 стакан сахăр песокӗ, 100 г услам çу, 3 çăмарта,1 апат кашăкӗ разрыхлитель, 1 стакан тасатнă мăйăр, 1 апат кашăкӗ цукат, 1 апат кашăкӗ иçӗм çырли, тăвар (ингредиентсене холодильникрен малтанах кăлараса хумалла) кирлӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Рецепты Пасха кулич