Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Авраамран аслă халăх тухассине пӗлтернӗ

Паян эпир, православи тӗнӗпе пурăнакансем, чи пысăк праçнике кӗтсе илетпӗр – Аслă Мăнкуна. Кăçал вăл апрелӗн 20-мӗшӗ тӗлне килчӗ. Типӗ тытакансемшӗн эрне пушшех яваплă иртрӗ. Эрнери кашни кун Иисус Христосăн çӗр çинчи юлашки тарăн хурлăхпа тулнă кунӗсемпе çыхăннă. Чиркӳри кӗлӗсем уйрăмах мăнаçлă та аслă иртеççӗ, вăхăчӗпе те вăрăмрах вӗсем. Литургисенче Евангелин мӗнпур тăватă кӗнекине те вулаççӗ.

Иисус Христос юлашки кунӗсене кӗлтуса ирттернӗ. Хăй шăпине вăл пӗлсе тăнă, çылăх ăшне путнă этемлӗхе çăлас тӗллевпе килнӗ вăл çӗр çине. Авраам халăхӗ урлă çуралса çак халăх аллинченех шар курнă. Владыка, калăр-ха тархасшăн, апла мӗншӗн-ха пурне те курса,  пӗлсе тăракан Турă хăй Ывăлне çак халăх урлă çӗр çине килмелле тунă? Мӗншӗн ытти халăхсенчен усаллăхпа, кăнттамлăхпа палăрса тăракан иудейсем Турă суйланă халăх пулса тăнă? Владыка, ăнлантарса парăр-ха çакна? 

Елена, Хусан. 

– Елена, эсир питӗ те кăткăс ыйтăва çӗклетӗр. Чăн та, мӗншӗн? Турă йышăнăвне хаклама пултараймастпăр эпир. Мӗншӗн-ха Турă çак кутăнрах, усалтарах Израиль халăхне суйланă? Ку пророксене те нумай шухăшлаттарнă. Акă мӗн каланă Турă Исая пророка. «Ман шухăшсем – сирӗн шухăшсем мар, сирӗн çулсем – Манăн çулсем мар... Тӳпе çӗртен мӗнле çӳллӗ пулнă пек Манăн çулсем сирӗн çулсенчен аслăрах, Ман шухăшсем те сирӗн шухăшсенчен аслăрах», – тенӗ (Ис.55:9). Хамăрăн айван ăспа Вăл Израиль халăхне суйласа илнине еврейсем авалтан пӗр Турра кăна ӗненсе пурăннипе ăнлантарма пултаратпăр. Ытти халăхсем вара темиçе турра, идолсене пуç çапса пурăннă. Турă çак усалтарах халăхра та пророксемпе тӳрӗ этемсене тупасса пӗлнӗ – Таса Турă Амăшне, Иоанн Предтеча,  çветтуй апостолсене,  Христос чиркӗвӗ те çакăнта тӗпленсе каясса та. Тӗп сăлтавне вара Авраамранах шырамалла. Турă унпа хăй калаçса Авраамран аслă халăх тухассине пӗлтернӗ, çак халăхран Çăлавçă çуралассине те. Библире кун пирки йăлтах çырнă. Çапла еврей халăхӗ пулса кайичченех Турă çак халăха суйласа хунă пулать. 

Израилӗн ӗмӗрӗ мӗнпе вӗçленессе, ăна мӗнле шăпа кӗтнине пӗлейместпӗр. Павел апостол çырса хăварнисенче çакăн пек каланă: «Не хочу оставить вас, братия, в неведении о тайне сей, – чтобы вы не мечтали о себе, – что ожесточение произошло в Израиле отчасти, до времени, пока войдет полное число язычников. И так, весь Израиль спасется, как написано: “Приидет от Сиона Избавитель и отвратит нечестие от Иакова» (Рим.11:25-26)».

Еврейсем, ытларах вӗреннӗ çыннисем, ăсчахӗсем, Турра шанман, йышăнман. Кивӗ Халалпа пурăнакан фарисейсем Иисус Христос Çăлавçă пулнине шанмасăр ăна йӗрленӗ. Вӗсемех суд туса хӗрес çинче пăталаса вӗлернӗ. Паян кун та нумай еврей Христос тӗнӗпе пурăнмасть, çуррине яхăнӗ кăна Христоса шанать. Израиль шăпи пирки çветтуй Феофан затворник çапла çырса хăварнă: «Хăйсен шанманлăхне пула иудейсем Турă сăвапӗпе усă курмасăр пурăнаççӗ, анчах та Турă суйланă ăру пулнă май, Турă вӗсен аслă ашшӗсене (сăмах кунта иудейсенчен тухнă пророксем пирки пырать. – Игнатий архиерей) кура тата хăй суйлавне çирӗплетсе вӗсенчен пӗтӗмпех писмест, хăй çумӗнчен пăрса ямасть. Вăл вӗсем çине Атте пек пăхса тăрса вӗсене ӗненме пуçланă хыççăн çӗнӗрен йышăнма хатӗр. Çапла майпа вӗсем ашшӗсен пархатарне пула Турă юратнă халăх пулса юлаççӗ». 

Авалхи çырнисенчен Турă çӗр çине кăнттамрах, мăнкăмăллă халăх урлă килсе Турă сăвапне, этемсене юратнине кăтартса панă. Çапла майпа вăл чи çылăхлă çын та тасалса, чунтан ӗненӳпе пурăнма тытăнса Çăтмаха кӗме пултарнине пӗлтернӗ. 

Шуйттан вара Турра хирӗç тăрса Ăна юрăхлă халăха тӗп туса, çын чунӗнчи ӗненӗве кăкласа хăй влаçне кăтартма тăрăшӗ. Çавăнпа антихрист Раççейре çуралӗ тени пур, мӗншӗн тесен Раççей халăхӗ Турра юрăхлă халăх. 

Хаклă тăванăмсем, сире пурсăра та Аслă Мăнкунпа, Христос чӗрӗлсе тăнă кунпа саламлатăп. Çемьере ырлăх-сывлăх, телей сунатăп. Турă пилӗ сирӗнпе пултăр!

Игнатий архиерей.  

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: православие Пасха церковь