Сувар

г. Казань

16+
Тӗпелте

Мăнкун

Çăмарта саррине шурринчен уйăрса илсе сахăр песокӗпе шурă тӗс çапиччен пăтраштармалла. Ун çине шӗвӗ хăйма (10 процентлă сливки) хушмалла.

Вӗрекен шыв çине хурса (водяная баня)  хутăша вӗреме кӗртмелле,  кайран пӗрмай пăтратса сивӗтмелле. Мăйăра типӗ çатма çинче ăшаламалла, иçӗм çырлине çуса типӗтмелле, лимон цедрине теркăпа хырмалла. Çăмарта хутăшӗ çине тăпăрч, услам çу, иçӗм çырли, мăйăр, цукат, лимон хуппи тата ваниль сахăрӗ хушса лайăх пăтраштармалла. Хатӗр хутăша формăна хумалла. Мăнкуна пусарса лартса холодильникре сахалтан та 12 сехет тытмалла.

1 кг тăпăрч, 250 мл шӗвӗ хăйма (10%), 5 çăмарта, 2 стакан сахăр песокӗ, 250 г услам çу, 100 г иçӗм çырли, 100 г тасатнă аçтăрхан мăйăрӗ, 50 г цукат, 1 лимон цедри, 1 пакетик ваниль сахăрӗ кирлӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Рецепты Пасха