News by tag - природа
-
Кубăра килсӗр кушаксем крокодилсем çисе пурăннă
Эпир пӗлекен мăр-мăр, ачаш чӗрчунсем ирӗклӗх утравӗ çинче сайра тӗл пулакан 145 крокодил çурине тытса çинӗ
-
СĂПСАРАН МӖНЛЕ ХĂТĂЛМАЛЛА?
Ку кăпшанкăран çыннна усси çук тесе шутлакансем йăнăшаççӗ.
-
САВĂНĂÇ ХЫПАРÇИСЕМ ВАЛЛИ
Кивӗ Илтрекьел шкулӗнче вӗренекенсем шăнкăрч вӗлли ăсталаса конкурсра ăмăртрӗç
-
УСĂЛЛĂ КАЙĂК
Чӗпписем патне кунӗпе 372 хутчен апат йăтаççӗ
-
Саппаслă кайăк
Хӗллехи вăрманта йывăç çурăкӗсемпе шăтăкӗсене çăка, вӗрене вăрри, йӗкел, мăйăр, пилеш çырли чиксе хунисене курма пулать. Кам хатӗрленӗ, мӗнле чӗрчун çаплах саппаслă-ши? Тӗлӗнмелле пулин те, чӗрчун мар, шăван кайăк (поползень) хатӗрлет иккен вӗсене. Ку кайăк пысăк мар, 13-16 сантиметр тăршшӗ, йывăрăшӗ пурӗ те 22-24 грамм кăна. Кӗлеткин çӳлти пайӗ тӗттӗм сăрă тӗслӗ, тепӗр пайӗ хӗрлӗрех, шурă тӗлсемлӗ. Шăван кайăксем, тӗпрен илсен, мăшăрăн-мăшăрăн е çемьепе пурăнаççӗ, хутăш вăрмансене кăмăллаççӗ.
-
Сунарăн та вăхăчӗ пур
Сунарçăсене пӗлсе тăма
-
Кӗрхи чечексем чуна савăнтараççӗ, сăвă çырма хавхалантараççӗ
Хăть те мӗнле çанталăк пулсан та, кӗркуннехи таврара пур хăйне евӗрлӗ илемлӗх! Ылтăн кӗркунне кăçал! Веçех сап-сарă çулçăсемпе витӗнчӗ çӗр. Тата пăхатăп та тӗлӗнетӗп кӗрхи чечексенчен: шыва шăнтакан ирхи сивве те парăнмаççӗ вӗсем – чиперех мăнаçлăн саркаланса лараççӗ вут-хӗм сапакан çеçкисемпе!