Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кубăра килсӗр кушаксем крокодилсем çисе пурăннă

Эпир пӗлекен мăр-мăр, ачаш чӗрчунсем ирӗклӗх утравӗ çинче сайра тӗл пулакан 145 крокодил çурине тытса çинӗ

 

 

 Эпир пӗлекен мăр-мăр, ачаш чӗрчунсем ирӗклӗх утравӗ çинче сайра тӗл пулакан 145 крокодил çурине тытса çинӗ

 Ку крокодил тӗсӗ паян-ыран çӗр планета çинчен çухалать, çавăнпа крокодил ферми уçнă. Herpetology Notes журнала ӗненес-тӗк, кушаксем крокодил çурисене тапăннине фактсемпе çирӗплетееççӗ экспертсем. Малтанах вӗсем крокодил ферми çывăхӗнче çăм асăрханă. Кӗнӗ çӗре лартнă камера пӗр кушак крокодил щурисене тытакан çӗре  кӗнине «асăрханă».  Çав вăхăтрах фермăра ӗçлекенсем çывăхрах кушаксем мӗн-тӗр çинине курнă. Кайран вăл тӗлте крокодил юлашкисене тупнă. Фермăра çичӗ килсӗр кушака тытса урăх çӗре кайса ярсан крокодил çурисем çухалми пулнă.

Кубăри крокодилсем Сапата тата Ланьер текен шурлăхсенче çеç пурăнаççӗ. Ирӗкре вӗсем чи нумаййи те 3000 штук юлнă. Популяцине ӳстерес тесе ферма çулсерен 500 крокодил çурине ирӗке ярать.

Куба крокодилӗсен куç харши тӗлӗнче шăмă мăкăрăлса тăрать. Вӗсем мӗн курнипе йăлт кăсăкланаççӗ, çав вăхăтрах питӗ агрессивлă. Шывран темиçе метр çӳллӗшне сикеççӗ.

Ăсчахсен шучӗпе ирӗкре кушаксем крокодилсене çакăн пекех сиен кӳреймен пулӗччӗç, мӗншӗн тесен çавăн пек нумай крокодил çури пӗр тӗлте пулмӗччӗ.

 

Сăнӳкерчӗк С.Камалетдиновăн «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: природа