Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Саппаслă кайăк

Хӗллехи вăрманта йывăç çурăкӗсемпе шăтăкӗсене çăка, вӗрене вăрри, йӗкел, мăйăр, пилеш çырли чиксе хунисене курма пулать. Кам хатӗрленӗ, мӗнле чӗрчун çаплах саппаслă-ши? Тӗлӗнмелле пулин те, чӗрчун мар, шăван кайăк (поползень) хатӗрлет иккен вӗсене. Ку кайăк пысăк мар, 13-16 сантиметр тăршшӗ, йывăрăшӗ пурӗ те 22-24 грамм кăна. Кӗлеткин çӳлти пайӗ тӗттӗм сăрă тӗслӗ, тепӗр пайӗ хӗрлӗрех, шурă тӗлсемлӗ. Шăван кайăксем, тӗпрен илсен, мăшăрăн-мăшăрăн е çемьепе пурăнаççӗ, хутăш вăрмансене кăмăллаççӗ.

Хӗл каçма юлакан вӗçен кайăксем хӗлле валли апат хатӗрлеменнине шута илсен, шăван кайăк тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Вӗсем кӗркуннерен пуçласа декабрь уйăхӗчченех апат хатӗрлеççӗ. Тӗрлӗ çимӗç хунă вырăна астуса юлаççӗ. Кашни çӗре 25-30-шар грамм тӗрлӗ вăрă пуçтарса хураççӗ. Анчах ман палланă вăрманçă хăйӗн ывăлӗпе пӗрле пӗррехинче 453 грамм таран апат саппасӗ тунă вырăна асăрханине те калать. Вӗсем шăван кайăк унта апат килсе хунине сăнаса тăнă. Çак кайăк хӗл кунӗнче выçă юлмасть, çуркуннене çăмăллăнах кӗтсе илет. 

Хатӗрлесе хунă апата кăшт илет те вăрттăн вырăна ытти кайăксем ан асăрхаччăр тесе хӗрринелле вӗçсе ларать. Çак вăхăтра çăка, вӗрене вăрри е йӗкел çӗр çине ӳкетех. Вăрлăхран вара çуркунне йывăç шăтать. 

Хура кӗркунне, хӗлле мăйăр хуппине сăмсипе шаккаса катса çиет вăл. Çуркунне юр ирӗлме тытăнсанах юр айӗнчи пӗлтӗрхи çулçăсене чакаласа вăранма ӗлкӗреймен хурт-кăпшанка çиет. Çанталăк ăшăтсан улатакка пек йывăç хуппине шаккаса кăткă, нăрă, ытти хурт-кăпшанка шырать. Йывăç хуппине сӳмешкӗн сăмси унăн çирӗп. Вăйлă урисемпе чӗрнисем йывăç тăрăх çăмăллăнах çӳлелле хăпарма аялалла пуçхӗрлӗ анма май параççӗ. 

Улатакка хăтланăшӗсемсӗр пуçне, вӗсен йывăç хăвăлӗнчи кивӗ йăвисене йышăнма та юратать. Анчах йăвана хăйле улăштарать. Кӗрсе тухмалли вырăна тăм сӗрсе пӗчӗклетет. Тепӗр чух йывăç хуппине те тăм сӗрсе çирӗплетет. «Строительство» ӗçӗсем хыççăн йăвана çамрăк хыр хуппи сарса апрель уйăхӗн пуçламăшӗнче çăмарта тума тытăнать. 6-8 штук пулать унăн çăмарти. Май-июнь уйăхӗсенче çурхи чӗпсем ӳссе çитсен шăван кайăк тепӗр 5-7 çăмарта туса пусма ларать. 

Йăваран вӗçсе тухнă шăван кайăксем ашшӗ-амăшӗнчен тӳрех уйрăлса каймаççӗ. Пӗр çемьене пуçтарăнса кӗркуннеччен вăрманта пӗрле куçса çӳреççӗ. Кӗркунне вара кăсăясен ушкăнӗпе пӗрлешнипе çемье саланать. Пысăк ушкăнпа хӗл хаçма хăрушсăртарах вӗсене. Сивӗсем пуçлансан шăван кайăксем кăсăясемпе пӗрле апат шыраса вăрмансенчен ялсемпе хуласене куçаççӗ. Шкулсемпе ача сачӗсен, уйрăм çуртсен пахчисенче çакнă ятарлă сырăшсенчи апат-çимӗç вӗсемшӗн хӗлле çав тери пысăк пулăшу.  

Альберт КОЛЬЦОВ.

Автор ӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: природа