СĂПСАРАН МӖНЛЕ ХĂТĂЛМАЛЛА?
Ку кăпшанкăран çыннна усси çук тесе шутлакансем йăнăшаççӗ.
Чылай вăхăт çанталăк шăрăх тăрсан вăрăмтунасем чакаççӗ, сăпсасем пит хăвăрт ӗрчесе каяççӗ. Ку кăпшанкăран çыннна усси çук тесе шутлакансем йăнăшаççӗ. Ял хуçалăхӗшӗн кирлӗ ӗçсем тăвать иккен вăл. Сад-пахчасене сиен кӳрекен çу уйăх нăррисене, çулçă нăррин личинкисене, совоксемпе трипсысене пӗтерет вăл. Тата çакна та асăрхăр, сăпса йышлансан шăнасем сахалланаççӗ.
Сăпса сырăннă тӗлӗхсем кăçалхи шăрăх кунсенче кашнинпе пулса иртрӗ-тăр. Киле-çурта та сӗмсӗррӗн вӗçсе кӗреççӗ. Тен, вӗлле хурчӗ пекех шиклентермӗ вăл, анчах сăхса илнӗ вырăн тахçанччен сăрăлтатса ыратать, шыçăнать. Сăпсасем ытларах ачасене сăхаççӗ, мӗншӗн тесен шăпăрлансем хăйсене тӗрӗс тытмаççӗ. Сăпса сасси çывхарнине илтсе хăваласа яма хăтланаççӗ, аллисемпе сулкалашаççӗ.
Сăпса юнашарах ӗçме тытăнсан тăп чарăнса тăмалла, хăйех пăрахса каять. Е пачах урăхла, пӗтӗм вăйран чупса тармалла.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ»ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев