News by tag - Регионы России
-
Тольятти чăвашӗсем авалхи япаласене пăрахмаççӗ
20 çул каялла çак поселокри 25-мӗш шкулта кунти хастар чăвашсем музей уçнă. Пуçарса яраканни çак шкулта кружоксем ертсе пыракан вӗрентекен, хушма вӗрентӳ педагогӗ теççӗ вӗсене, Нина Кузьминична Жирнова. Мăшăрӗпе пӗр шухăшлă пулса пулăшаканӗ – Александр Иванович Жирнов, вăл та çак шкулта физкультура урокӗсене ертсе пырать. Жирновсем каласа панă тăрăх, ялсенчи çамрăксем ашшӗ лартнă кивӗ йывăç çуртсене пăсса çӗнӗ чул çуртсем тума тытăннă, ашшӗ-амăшсем усă курнă ӗлӗкхи ӗç хатӗрӗсене, ытти япаласене пӗтӗмпех урама кăларса ывăтма пуçланă. Çакна курнăран чӗри ыратма пуçланă Нина Кузьминичнăн. Жирновсем кашнинче тăван ялне, Самар облаçӗнчи Кошки районне кӗрекен Кивӗ Макçăмьеле, каймассерен хăйсен çăмăл машинипе мӗн-тӗр тупса илсе килме тытăннă.
-
Мухаметшин Медведева праймериз мĕнле иртни çинчен каласа парĕ
Ялсенче те, хуласенче те влаç органĕсем "Пĕрлехи Раççей" партийĕн праймеризĕсене ирттереççĕ
-
УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇӖНЧИ ЧĂНЛĂ РАЙОННЕ ЕРТСЕ ПЫМА ЧĂВАША ШАННĂ
Ульяновск облаçӗнчи чăвашсем йышлăн пурăнакан Чăнлă район ертӳçи пулма чăваша, Чăнлă районӗнчи Новая Воля поселокӗнче çуралса ӳснӗ Вячеслав Салюкина суйланă.
-
Çапăçать-тӗк, çулталăка поезд çинчен манать
Поездра çапăçакансене «хура» списока кӗртесшӗн. Енчен те транспорт çинче хăйсене тивӗçлӗ тыма пӗлмеççӗ-тӗк, çулталăка поезд çинчен манма тивӗ.
-
«Раççей çăлкуçӗсем» Шупашкартан каять?
Чăваш Ен Республика кунӗн тӗп мешехисем Красноармейски районӗнче, Шупашкарта Хӗрлӗ тӳремре пулаççӗ. Июнӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта пӗтӗм чăваш Акатуйӗ иртет, 24-мӗшӗнче Петербургри Раççей этнографи музейӗнчен илсе килекен курава уçаççӗ...