Çапăçать-тӗк, çулталăка поезд çинчен манать
Поездра çапăçакансене «хура» списока кӗртесшӗн. Енчен те транспорт çинче хăйсене тивӗçлӗ тыма пӗлмеççӗ-тӗк, çулталăка поезд çинчен манма тивӗ.
Нумай чухне инçе çула поездпа кайма тухсан, лайăх мар курăнăва асăрхама пулать, хăш-пӗр пассажир ӗçсе ӳсӗрлет те юнашаррисемпе харкашма пуçлать. Çапла ытти пассажирсен кăмăлне самай пăсать, канăç памасть, пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратни те пулать. Шăпах çакăн пек «автансене» ăс кӗртес тӗллевпе Раççей чугун çулӗ поездсем çинче çапăçакансене «хура» списока кӗртме сӗнеççӗ те. Енчен те транспорт çинче хăйсене тивӗçлӗ тыма пӗлмеççӗ-тӗк, çулталăка поезд çинчен вуçех манччăр. «Списокран» çулталăкран кăна кăлармалла тăвасшăн, тесе пӗлтернӗ «Раççей чугун çулӗсем» компанин генеральнăй директорӗ Олег Белозеров РИА новостине.
Хăш чухне çынсемшӗн чугун çул ăçта-тăр çитме пӗртен-пӗр транспорт пулнине те шута илет-ха компани, çавăнпа ку мерăсене хăçан пурнăçа кӗртесси хальлӗхе паллă мар-ха, мӗншӗн тесен сӗнӗве йăлтах йӗркелесе пӗтермен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев