Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇӖНЧИ ЧĂНЛĂ РАЙОННЕ ЕРТСЕ ПЫМА ЧĂВАША ШАННĂ

Ульяновск облаçӗнчи чăвашсем йышлăн пурăнакан Чăнлă район ертӳçи пулма чăваша, Чăнлă районӗнчи Новая Воля поселокӗнче çуралса ӳснӗ Вячеслав Салюкина суйланă.

Кӳршӗсенчен савăнăçлă хыпар çитрӗ, Ульяновск облаçӗнчи чăвашсем йышлăн пурăнакан Чăнлă район ертӳçи пулма чăваша, Чăнлă районӗнчи Новая Воля поселокӗнче çуралса ӳснӗ Вячеслав Салюкина суйланă. Суйлав октябрӗн 31-мӗшӗнче район канашӗн ларăвӗнче иртнине пӗлтерет «Канаш» хаçат. Вячеслав Васильевичшăн 13 депутат сасăланă. Çапла вара Чăнлă чăвашӗ малашне районти депутатсен канашне тата Чăнлă муниципаллă пӗрлешӗве ертсе пырӗ.

Вячеслав Салюкинран чăнлăсем нумай кӗтни паллă, мӗншӗн тесен çӗнӗ ертӳçӗ ютран килнӗ çын мар, Чăнлă районӗн Хисеплӗ гражданинӗ (2004 çултанпа) тата çӗр ӗçченӗсен нушине ăнланасса та шанаççӗ, мӗншӗн тесен хăй вăл пысăк стажлă çӗр ӗçченӗ, Раççей тава тивӗçлӗ фермерӗ. Нумай çул ӗнтӗ пӗрчӗллӗ культурăсем, хӗвелçаврăнăш, сахăр чӗкӗнтӗрӗ çитӗнтерет. 2016 çулта йăхташа пӗтӗм Раççейри Хисеп кӗнекине кӗртнӗ. Вячеслав Васильевич 63 çулта.

Пултаруллă йăхташа Вячеслав Васильевич Салюкина эпир те çӗнӗ ӗçре пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр! 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Регионы России