«Раççей çăлкуçӗсем» Шупашкартан каять?
Чăваш Ен Республика кунӗн тӗп мешехисем Красноармейски районӗнче, Шупашкарта Хӗрлӗ тӳремре пулаççӗ. Июнӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта пӗтӗм чăваш Акатуйӗ иртет, 24-мӗшӗнче Петербургри Раççей этнографи музейӗнчен илсе килекен курава уçаççӗ...
Чăваш Ен Республика кунӗпе çыхăннă мероприятисене кăçал июнӗн 23 тата 24-мӗшӗсенче ирттерме палăртнă. Хăнăхнă йăлапа Республика кунӗ Шупашкарсăр пуçне пӗр-пӗр районта та иртет. Кăçал черет Красноармейски районне. Сăмах май, Республика кунне уявламашкăн регион бюджетӗнчен 10 миллион тенкӗ уйăрнă. Уява йышăнакан района инфраструктурăна лайăхлатмашкăн Республика Пуçлăхӗн грантне панă.
Яланхи пекех Республика кунӗнче йăлари «Акатуй» уяв, «Раççей çăлкуçӗсем» фестиваль тата ытти культурăпа спорт мероприятийӗсем иртӗç. Чăваш Ен ПТРК хыпарланă тăрăх, Республика кунӗн тӗп мешехисем Красноармейски районӗнче, Шупашкарта вара Хӗрлӗ тӳремре пулаççӗ. Июнӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта пӗтӗм чăваш Акатуйӗ иртет, 24-мӗшӗнче Петербургри Раççей этнографи музейӗнчен илсе килекен курава уçаççӗ. Яланхи пекех, Республика кунӗнче ача-пăча хорӗ юрлать тата фейерверк фестивалӗ те пулать.
Республикăн экономикипе çыхăннă меропроиятисем те пайтах иртӗç.
Сисӗнмелле улшăнусем те пур, калăпăр, «Русь мастеровая» ал ăстисен фестивалӗ (унта 18 регионтан пурӗ 60 ытла ăста килме хатӗрленет) Сӗнтӗрвăрринче иртет.
Республика кунӗн визиткисенчен пӗри шутланакан «Раççей çăлкуçӗсем» фестиваль те Шупашкартан каять. Вӗсен вырăнне Уявăн тӗп сценине Чăваш Ен районӗсен пултарулăх ушкăнӗсем йышăнаççӗ, мӗншӗн тесен «Раççей çăлкуçӗсем» фестивале хутшăнакан ушкăнсем республикăн районӗсенче концертсем лартаççӗ. Йӗркелӳçӗсен шухăшӗпе, çапла майпа уяв атмосферине мӗнпур муниципалитет туймалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев