News by tag - турист
-
Хусанта туристсем 1,5 миллиард ытла тенкӗ тăкакланă
Декабрӗн 31-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 11-мӗшӗччен Тутарстанăн тӗп хулине 200 пин ытла турист килнӗ. Туризм аталанăвӗн комитечӗн директорӗ Александр Шавлиашвили пӗлтернӗ тăрăх, ку пӗлтӗрхинчен 16,7 процент нумайрах. Сбер карттăсемпе усă курса кăна туристсем пурăнма, апатланма тата канма 1,5 миллиард тенкӗ ытла тăкакланине палăртнă вăл.
-
Тутарстан туризм юхӑмӗпе улттăмӗш вырăнта
Раççейре çулçӳреве тухмалли чи паллă регионсен списокӗнче республика 6-мӗш йӗрке йышăнать. 2025 çулăн малтанхи сакăр уйăхӗнче Раççей турисчӗсем 123 миллион çулçӳрев тунă, вӗсенче 1,4 триллион тенкӗ тăкакланине «Сбераналитика» тӗпчевӗ çине таянса ТАСС пӗлтерет.